Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Паттӑрсем манӑҫа тивӗҫ мар

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Виталий Станьял 02.11.2020 12:10 | 4522 хут пӑхнӑ
Сумлӑ сӑмах Культура

Сереп – авалхи чӑваш сӑмахӗ. Вӑл ачасем хӑйсен ӳсӗмӗнче пӗр-пӗринпе чупассипе, сикессипе, ишессипе, кайӑк чӗпписене паллассипе, кӗпҫесем тупса ҫиессипе ӑмӑртнине пӗлтернӗ.

Элӗксен Серепӗ — Анатолий Трофимович Афанасьев (12.12.1920 – 18.02.2003), писатель, Чалтан вӑрҫин салтакӗ, педагог ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитрӗ. Вӑл Мӑн Тукташ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, Вӑрҫӑччен Нурӑсри педагогика училищинчен вӗренсе тухнӑ. 1942–1945 ҫулсенче фронтра нимӗҫ фашисӗсемпе ҫапӑҫнӑ, йывӑр аманса таврӑннӑ. Анатолий Афанасьев старшина Чӑваш патшалӑх университетӗнче пӗлӳ пухнӑ, вӑрах вӑхӑт шкута ӗҫленӗ.

Вӑл хӑй тухса ҫӳрейместчӗ пулин те, Шупашкарти хаҫат-журнал тӗременлӗхӗсене унӑн сӑввисемпе тӗрленчӗкӗсене арӑмӗ Татьяна Федоровна тата пултӑрӗ (арӑмӗн шӑлнӗ) Вячеслав Степанов таврапӗлӳҫӗ тӑтӑшах илсе килетчӗҫ. Выртакан ҫын пурнӑҫшӑн пӗтӗм вӑйпа кӗрешнине ырласа, ӑна «чӑваш халӑх ӑсчахӗ» ят патӑмӑр. Унӑн паллӑрах кӗнекисем: «Хурӑн куҫҫулӗ», «Уйӑх юрри», «Хӑмӑш юрри, «Аттесем ҫук чухне», «Вӑрнар асамачӗ». Кӑҫал Анатолий Серепӗн 100 ҫулӗ тӗлне ҫӗнӗ кӗнеки — «Ҫырусен пуххи» (2020, Ҫӗнӗ вӑхӑт, 152 с.) пичетленсе тухрӗ. Вӑл вӑрҫӑ ҫулӗсенчи ачасен пурнӑҫне кӑтартакан икӗ пайлӑ повеҫрен тӑрать. Кӗнеке «Ҫырусен пуххи» ятлӑ. Хыҫалта та «рассказы из писем» тенӗ, анчах хайлавра ҫырусем ҫинчен сӑмах пымасть-ҫке! «Ҫырнисен пуххи» (собрание сочинений) теме те май ҫук.

Паллӑ е паллӑ мар ҫынна тӑван тавралӑхра манса кайманни, унӑн ҫавра кунӗсене паллӑ туни хамӑра чыс кӳрет. Серепе тӑванӗсем тӗкӗ пани мана савӑнтарчӗ. Анчах та кунта пӗр пӗчӗк сӗнӳ пур — ҫыравҫӑ еткерлӗхне тӑванӗсемпе, вулавӑшҫӑсемпе, вӗрентекенсемпе тата таврапӗлӳҫӗсемпе пӗрле пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн тӗрӗсрех хак пама пулать, йӑнӑшсене тӳрлетнӗ хыҫҫӑн шкулта е вулавӑшра ача-пӑчана тӗплӗрех паллштарма меллӗ.

Вырӑнти ваттисен хуралӗсем ҫапла хастар пулнине Шупашкарти тӗп хурал пур енчен те мухтать. Ҫапла пулмалла та!

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#культура, #хаклавсем, #Элӗк районӗ, #Мӑн Тукташ, #кӗнекесем, #литература

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

2020.11.02 14:02
Нелли Пальмова
Сереп пултăрĕ Влпдимир Степанов марччĕ-и?

Пур районта та, пур япта та паллă çынсене кулленех паллă тумалла ! Чăвашла ку, йĕркеллĕ. !
ЛЕШКУКША // 1671.80.9935
2020.11.11 18:44
Элĕксем мĕн шутлаççĕ?Станьл сĕнни тĕрĕс мар-и?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем