Раҫҫейре
![]() Чӑваш Республикин Культура училищинче вӗренекен студент аякри ҫултан таврӑннӑ. Дмитрий Алексеев Ҫурҫӗр флочӗ тата Вырӑс географи обществи Арктика архипелагӗ ҫине йӗркеленӗ кмоплекслӑ экспидицире пулнӑ. Экспедици отрячӗ тӗрлӗ тӗпчев ирттернӗ, Арктикӑра кӑсӑклӑ япаласем тупса палӑртнӑ. Ҫул ҫӳрев виҫӗ уйӑха тӑсӑлнӑ. «Илья Муромец» пӑрҫӗмрен 8 тинӗсри 12 пине яхӑн тинӗс милӗ тӑршшӗ ҫул ҫӳренӗ. Утравсем тӗлӗнче 33 хутчен чарӑннӑ. Историлле 125 артефакт тупнӑ. Ҫурҫӗр флочӗпе Вырӑс георграфи обществи кун пек ҫулҫӳреве виҫҫӗмӗш хут йӗркелет. Ҫулҫӳревсен географийӗ — Франц-Иосиф ҫӗрӗнчен пуҫласа Чукотка таран. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |