Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Нумайне чӑтнине сахалне чӑт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Раҫҫейре: Челябинск хулинче чӑвашсене килӗштернӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 06.10.2020 21:09 | 1191 хут пӑхнӑ
Раҫҫейре
Илья Бархатов сӑнӳкерчӗкӗ
Илья Бархатов сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри Пахчаҫӑсен союзӗн ертӳҫи Юрий Соколов Челябинск хулине 70 пин хыр хунавӗ, 2-шер пин чӑрӑшпа юман, 800 ҫӑка парнеленӗ. Хунавсене пахчаҫӑ Мускав облаҫӗнчи тата Чӑваш Енри пахчасенче ӳстерет. Ыркӑмӑллӑх акцийӗпе Челябинск хулине вӑл ӗнер, юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, пырса ҫитнӗ. Унсӑр пуҫне кӗпӗрнаттӑра вӑл 20 кедрпа 50 юман парнеленӗ.

«Хулара Космонавтсен аллейине уҫма сирӗн ертӳҫӗсем ирӗк парсан эпӗ 120 кӑвак чӑрӑш илсе килнӗ пулӑттӑм», – тенӗ Юрий Соколов «74.RU» онлайн-медиа журналисчӗсене.

Вырӑнти ертӳҫӗсем ҫеҫ мар, Челябинск ҫыннисем те Юрий Соколова тав тӑваҫҫӗ. «Ҫын-тӑк ҫын! Пирӗн хушӑра ҫавӑн пек ҫынсем пулсанччӗ!», «Пур пек ҫавӑн пек ҫынсем!!! Йывӑҫсем чӗрӗлччӗр кӑна, пысӑк тав ӑна!», «Чӑвашсем – ӗҫчен халӑх. Маттурсем. Шупашкарта питӗ таса!», — тесе ҫырнӑ вӗсем.

#ҫутҫанталӑк, #Челябинск, #Шупашкар, #чӑвашсем, #ыркӑмӑллӑх

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Тепри // 4710.5.7727
2020.10.07 21:01
Кăна тĕлĕкре çыни курăнать; Челепир хули çут тĕнчере çук, тен, леш тĕнчере пур?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем