Республикӑра
![]() Нумаях пулмасть Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Сергей Муравьев Канаш районӗнчи Мӑкӑр ялӗнчи кӗпер патне ҫитсе курнӑ. Сӑмах май, унта ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пулнӑ, кӗпер ҫывӑхӗнчи территорие хӑтлӑлатма хушнӑ. Унтанпа темех улшӑнман иккен. «Кӗпер авариллӗ лару-тӑрура. Ӑна карта тытса ҫавӑрман, ҫавӑнпа унта кирек кам та лекме пултарать. Ҫӳлте ҫынсем ҫемйипех утса ҫӳреҫҫӗ. Хӑйсемшӗн мар пулсан ачисемшӗн хӑть шутлаччӑр», - ҫырнӑ депутат хӑйӗн страницинче. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партире тӑракан Муравьев кӗпер патне щитсем лартма, территорие хӑтлӑлатма сӗннӗ. Унӑн шухӑшӗпе, унта ирӗклӗн кӗрсе ҫӳреме чармалла. Аса илтерер: авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Мӑкӑр кӗперӗ ҫинчен фотограф ӳксе вилнӗ. Вӑл юрӑҫсем ушкӑнне ӳкернӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |