Инкеклӗ лару-тару патшалӑх комитечӗн председателӗ Вениамин Петров тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви шутланӑ тарӑх, вӑл ресублика хыснине 41 миллион тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, 2019 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче вӑл 20 районпа хулана админитративлӑ ҫыру янӑ, унта организацирен турникетсем туянма ыйтнӑ. Каярахпа тӗп бухгалтер хатӗрленӗ аукцион документацине ҫирӗплетнӗ. Ҫак документацире пурнӑҫлама май ҫук условисем пулнӑ, ҫавна май чи пысӑк хака пӗчӗклетме, ытти поставщиксен конкурса хутшӑнма майсем пулман.