Ҫӗнӗлӗхсемпе тӗлӗнтерме, савӑнтарма пӑрахмасть Октябрьски райповӗ. Иртнӗ ытларикун та вӑл Ӗсмел ял халӑхне черетлӗ парне турӗ. Энӗш юханшывӗ уйӑрса тӑракан ялӑн тепӗр енче (кунта социаллӑ пӗлтерӗшлӗ предприятисемпе организацисем те, пурӑнакан халӑхӗ те пур) ҫӗнӗ лавкка хута ячӗ. Вунсакӑр хваттерлӗ ҫурт ҫумӗнче райпон магазинӗ кунти халӑхшӑн халиччен те ӗҫленӗ-ха. Суту-илӳ залӗ тӑвӑртарах та хӗсӗкрех пулнӑ пулсан та тавар туянакансене кирлӗ пек тивӗҫтерме тӑрӑшнӑ. Ҫапах та ҫакӑ халӗ — ӗнерхи пурнӑҫ, мӗншӗн тесен паян ҫӗнӗ магазинти условисем темиҫе хут хӑтлӑрах та тавар туянакансемшӗн меллӗрех. Ҫакна курах пулӗ магазин заведующийӗ С. Вотякова ҫӗнӗ вырӑна куҫнипе хӗпӗртенӗрен малашне тата та тӑрӑшуллӑрах ӗҫлессе шантарчӗ.
Сутуҫӑсемшӗн кӑна мар, ял халӑхӗпе пыран-ҫӳрен хӑнасемшӗн те ҫӗнӗ магазин уҫӑлни савӑнӑҫ ӗнтӗ. Суту-илӳ ҫурчӗ пысӑк пулни тавар ассортиментне самай пуянлатма май панӑ. Ытларах — апат-ҫимӗҫ продукчӗсен ассортиментне. Лавккаран инҫех мар пульница вырнаҫнине шута илсе промышленность таварӗсен кӗтесне те йӗркеленӗ. Ара, сиплев учрежденине вырттарас пулсан ҫынна, калӑпӑр, шӑл тасатмалли хатӗр те, ытти тасалӑх япалисем те кирлӗ пулӗҫ-ҫке. Вӗсене туянма халӗ инҫе утас ҫук — кирлине ҫывӑхрах тупма пулать.
Ҫӗнӗ магазин ҫурчӗ райпо администрацийӗн тӑрӑшӑвӗпе кӗске вӑхӑтра ӳссе ларчӗ темелле. Хӑвӑрт ҫӗкленекен конструкцисен технологийӗпе усӑ курса пӗрремӗш магазина кӑна хута ямасть райпо. Модульлӗ технологисен майӗпе иртнӗ ҫул акӑ Хурӑньялӗнче тата ытти хӑшпӗр пӗчӗк ялсенче кӗске хушӑра ҫӗкленчӗҫ ҫакнашкал пӗчӗк те хӑтлӑ лавккасем.
Райпон ырӑ ӗҫӗсем яланах халӑха кирлӗрен пурнӑҫланаҫҫӗ. Ҫакна ҫӗнӗ объекта савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма килнӗ официаллӑ ҫынсем те палӑртрӗҫ. Чӑвашпотребсоюзӑн обществӑлла апатлану ӗҫне йӗркелекен пай пуҫлӑхӗ О. Иванова, магазин ҫуртне тӑвакан подрядчик В. Макаров, Сӗнӗрвӑрри район администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ — культурӑпа социаллӑ аталану пайӗн пуҫлӑхӗ К. Федорова, 41 ҫул потребкоопераци системинче тӑрӑшнӑ Ю. Кудряшова паянхи райпо коллективне сахал мар тав сӑмахӗ каларӗҫ. Ҫакна Р. Почемов ертсе пыракан Октябрьски райповӗ чӑннипех тивӗҫлӗ пулни куҫкӗрет. Райпо районӑн бюджет енчӗкне хулӑнлатакан предприятисенчен пӗри. Ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пынӑран вӑл чылай ҫул ӗнтӗ район аталанӑвӗн тыткӑчи шутланать. Хӑйӗн социаллӑ тивӗҫне пахалӑхлӑ пурнӑҫласа пырать.
Райпо ӗҫченӗсем район пурнӑҫӗнче активистсем пулнине те ӗнентерсех тӑраҫҫӗ. Тӗслӗхрен, нумаях пулмасть Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен уявӗ ячӗпе районти Культура ҫуртӗнче иртнӗ конкурсра шӑпах райпора тӑрӑшакан чиперккесем чи маттур пулнине те асӑнмасӑр хӑвармарӗ район администрацийӗн представителӗ К. Федорова.
Ӗсмелти ҫӗнӗ магазин Ҫӑварни уявӗн эрнинче уҫӑлнӑран хӑнасем вӗри икерчӗпе сӑйланма пултарчӗҫ. Ҫавӑн пекех райпон «Марпосадский» ҫӑкӑр комбиначӗн, Чӑвашпотребсоюз системине кӗрекен Етӗрнери аш-какай комбиначӗн продукцине те тутанса пӑхса хакларӗҫ.