Чӑваш Енри 43 шкул ачи «Большая перемена» (чӑв. Пысӑк тӑхтав) Пӗтӗм ҫӗршыври конкурсра ҫурма финала кӗме пултарнӑ. Вӗсем хӑйсен пултарулӑхне тӗрлӗ енӗпе тӗрӗслесе ӑслӑлӑх, укҫа-тенкӗ, вӗрентӳ, ӳнер тата спорт специалисчӗсем ырланине тивӗҫнӗ.
Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӑн ҫурма финалӗ Чулхулара ҫурла уйӑхӗн 9-20-мӗшсенче иртӗ.
«Пысӑк тӑхтав» конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисем, 10 класа ҫӳрекен пурӗ 300 ача, 1-шер миллион тенкӗ укҫана тивӗҫӗҫ. Ӑна аслӑ шкулта вӗреннӗшӗн тӳлеме, вӗренӳ заведение ҫитме ҫул ҫинчи тӑкакланнине саплаштарма, хысна уйрӑмне вӗренме кӗрсен ипотека тӳлеме усӑ курма ирӗк парӗҫ. Кунсӑр пуҫне аслӑ шкула вӗренме кӗнӗ чух ҫав ачасен 5 балл хушӑнӗ. 8-9 классенче вӗренекен 300 ҫӗнтерӳҫӗне 200-шер пин тенкӗ парӗҫ. Ӑна хушма пӗлӳ илме тата тӗрлӗ енлӗн аталанма тӑкаклама юрӗ. Финалистсене, пурӗ 1200 ачана, «Артек» уйлӑха канма кайма путевка парӗҫ.