Культура
![]() Андрей Чэнӑн ҫӗнӗ кӗнеки Андрей Чэн ҫыравҫӑ вулакансем валли ҫӗнӗ кӗнеке хатӗрлесе кӑларчӗ — вӑл «Пӑлхар ҫар ҫынни». Кӗнекери ӗҫсем Атӑлҫи Пӑлхар вӑхӑтӗнче пулсан иртеҫҫӗ, ӑна историллӗ-приключениллӗ жанрпа хайланӑ. Вулакансем 13 ӗмӗрти пӑлхар-чӑвашсем тутар-монголсене хирӗҫ епле кӗрешнипе паллашӗҫ. Икӗ пайран тӑракан (пӗри «Пӑлхар ҫар ҫынни» ятлӑ, тепри — «Шурӑ ҫар ҫынни») 100 страницӑллӑ кӗнеке «Ҫӗнӗ вӑхӑт» издательствӑра пин экземплярпа ҫапӑнса тухнӑ. Туянас кӑмӑл пур пулсан лавккасенче ӑна 100 тенкӗпе сутаҫҫӗ. Электронлӑ версине туянас кӑмӑл пур пулсан автор ӑна 300 тенкӗпе сутать, сирӗн унпа Andrey_Chen2020@mail.ru адреспа ҫыхӑнмалла. Кӗнекене почта урлӑ та ҫырӑнса илме май пур. Почта тӑкакӗсемпе унӑн хакӗ 250 тенке ларӗ. | ||||||||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |