Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Красноармейски районӗнче чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсен ларӑвӗ иртрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 15.02.2013 20:05 | 1956 хут пӑхнӑ

Красноармейски тӑрӑхӗнчи Чатукасси тӗп вӑтам шкулӗнче районти шкулсенче чӑваш чӗлхи тата литератури вӗрентекенсен черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Ларӑвӑн тӗп теми «паянхи шкулта ҫӗнӗ технологисемпе усӑ курса чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентесси» пулчӗ.

Чи малтанах ҫак шкулта чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен Р.И.Яковлева уҫӑ урок кӑтартрӗ. Унӑн теми: «Туслӑха тусан ан пустӑр» (Надежда Григорьева ҫырнӑ «Тӗтреллӗ ҫумӑр витӗр» калав тӑрӑх [«Тӑван Атӑл», 2003, 9 №] ирттернӗ дискусси).

Итлекенсем урок ӑнӑҫлӑ пулнине, вӗрентекен паянхи ҫӗнӗ технологисемпе аван усӑ курнине палӑртрӗҫ. Уйрӑмах информаципе коммуникативлӑ технологипе тата ачасен вӗренӳри пӗлӳлӗхне, хӑй тӗллӗнлӗхне аталантаракан педагогика меслечӗпе тухӑҫлӑ ӗҫленине палӑртмалла. Ачасен пӗлӳ шайӗ те начар марри сисӗнчӗ.

Уҫӑ урок хыҫҫӑн вӗрентекенсем шкулпа юнашар вырнаҫнӑ культурӑпа кану центрне, вырӑнти музее ҫул тытрӗҫ. Чӑвашсен паллӑ композиторӗ Ф.М.Лукин 100 ҫул ҫитнине халалланӑ музей экспозицине ҫитсе курчӗҫ. Н.Н.Лукина музейҫӗ район ентешӗн пултарулӑхӗ ҫинчен туллин каласа кӑтартрӗ, «Ф.М.Лукин — пирӗн мӑнаҫлӑх» ятпа шкул ачисем хушшинче сочиненисен конкурсне ирттересси ҫинчен пӗлтерчӗ.

Лару, пӗтӗмӗшле илсен, ӑнӑҫлӑ иртрӗ.

#Красноармейски районӗ, #чӑваш чӗлхи, #Чатукасси, #шкулсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем