Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Композитора ырӑпа аса илчӗҫ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 09.02.2013 13:46 | 1617 хут пӑхнӑ

Трак енӗн мухтавлӑ ентешӗн — Ҫавалҫырма ялӗнче ҫуралнӑ СССР Патшалӑх премийӗн лауреачӗн, РФ халӑх артисчӗн, РСФСР, Чӑваш тата Дагестан АССРӗсен тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗн, Октябрьти Революци, Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав тата «Хисеп палли» орденӗсен кавалерӗн, чӑвашсен паллӑ композиторӗн Ф. М. Лукинӑн пурнӑҫӗ 1994 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче татӑлнӑ. Манмаҫҫӗ ӑна Чатукасси тӑрӑхӗнче пурӑнакансем. Ҫулленех асӑну кунне йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал вӑл нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чатукассинчи культура аталанӑвӗпе вулавӑш тивӗҫтерӗвӗн центрӗнче иртрӗ.

Хӑнасем чылайӑн хутшӑнчӗҫ унта. Ҫав йышра композитор хӗрӗ — Татьяна Филипповна, районти ентешӗсем — ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, «Чӑваш бройлерӗ акционерсен уҫӑ пӗрлешӗвӗн тӗп директорӗ В. И. Николаев, Чӑваш халӑх поэчӗ Ю. С. Сементер, Шупашкарти «Трак ен» ентешлӗх правленийӗн председателӗ А. Н. Львов тата унӑн ҫумӗ А. В. Яковлев журналист, Раҫҫей Почтин республикӑри управленийӗн начальникӗ С. Т. Тимофеева тата И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн пӗччен юрлакансен кафедрин доценчӗ В. Г. Егоров, ҫавӑн пекех ЧР Вӗренӳ министерствин лицензи пайӗн эксперчӗ С. Г. Калашникова, республикӑри композиторсен пӗрлӗхӗн председателӗ, Чӑваш патшалӑх филармонийӗн директорӗ Н. Н. Казаков, ЧР Пуҫлӑхӗн канашҫи М. Г. Кондратьев музыковед, Ф. П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищин хор дирижерӗсен уйрӑмӗн заведующийӗ А. А. Юнисов, Чӑваш наци музейӗн директорӗн ӑслӑлӑх енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ В. Г. Шляхина, кунти А. М. Тихомиров ӳнерҫӗ-дизайнер, ӑслӑлӑх сотрудникӗ А. Ю. Иванов тата Т. Н. Орлова ертсе пыракан методист тата ыттисем пулчӗҫ.

Асӑну кунне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А. В. Шестаков уҫрӗ. «Кӑҫалхи ҫула Ф. М. Лукин композитор ҫулталӑкӗ тесе пӗлтертӗмӗр. Паян вара эпир Филипп Мироновича сума суса унӑн ӗҫлӗ ҫулӗсене аса илме пухӑнтӑмӑр. Ентеш ячӗ ҫамрӑк чӗресенче те ӗмӗр-ӗмӗр упрантӑр. Район администрацийӗ Ф. М. Лукин музейне юсаса ҫӗнӗ сӑн кӗртме, юбилей мероприятийӗсем ирттерме укҫа-тенкӗ уйӑрӗ», — терӗ Андрей Владимирович.

ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, «Чӑваш бройлерӗ» акционерсен уҫӑ пӗрлешӗвӗн тӗп директорӗ В. И. Николаев музее ноутбук парнелерӗ. Раҫҫей Почтин республикӑри управленийӗн начальникӗ С. Т. Тимофеева ятлӑ-сумлӑ композитор ячӗпе 1 миллион тенкӗлӗх конвертсем кӑларасси пирки пӗлтерчӗ. М. Г. Кондратьев «Филипп Лукин: музыкант, общественный деятель» кӗнекене ентешӗсем валли 66 экземпляр илсе килнӗ (сӑмах май, кунтах Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн кӗнеке куравӗ — библиотекарӗ Л. В. Кузьмина — ӗҫлерӗ). «Трак ен» ентешлӗх правленийӗн председателӗ А. Н. Львов композитор хӗрне — Татьяна Филипповнана ентешлӗх медальне пачӗ. Татьяна Филипповна вара музее ашшӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫлӗ хутсене татах та парнелеме шантарчӗ. Композитор ентешӗсен ячӗпе В. Н. Лукинпа Н. М. Матвеев сӑмах каларӗҫ. Музей директорӗ Н. Н. Лукина хӑнасене экспонатсемпе паллаштарчӗ.

#Красноармейски районӗ, #ЧПГӐИ, #Ҫавалҫырма, #Чатукасси, #Чатукасси ял тӑрӑхӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем