Раҫҫей Патшалӑх Думи Ӗҫ кодексне улшӑну кӗртме йышӑннӑ. Хальхи ҫӗнӗлӗх 40 ҫултан иртнӗ ҫынсене диспансеризаци тухма канмалли кун парассипе ҫыхӑннӑ. Вӗсене ун пек куна кашни ҫулах, ҫулталӑкра пӗр хутчен, памалла. Саккуна улшӑну кӗртес сӗнӳпе Патшалӑх Думине РФ Правительстви тухнӑ. Ҫакна ҫынсен сывлӑхӗшӗн тӑрӑшнипе сӑлтавланӑ. Унсӑр пуҫне тата тепӗр ҫӗрте пуҫлӑхсем ҫынсене пульницӑна ярасшӑнах мар.
Диспансеризаци тухма илнӗ куншӑн тӳлемелле. Ҫын чӑннипех те пульницӑра пулнине ӗненмен хуҫасем валли сывлӑх сыхлав учрежденийӗнче справка илмелле.
Саккуна улшӑну кӗртиччен диспансеризаци тухма виҫӗ ҫулта пӗр хутчен канмалли кун пама пӑхса хӑварнӑччӗ.