Ӗнер Шупашкарта ҫумӑр самай вӑйлӑ ҫурӗ. Вырӑнӑн-вырӑнӑн пысӑк кӳлленчӗксем пухӑннӑ.
Шӑрӑх ҫанталӑк иртсе кайрӗ, республикӑра ҫумӑрлӑ ҫанталӑк пуҫланчӗ. Вӑл хӑҫанччен пулӗ-ха? Паян Уйӑх ҫӗнелнӗ, ҫавна май ҫумӑр икӗ эрне те ҫума пултарӗ. Паллах, пӗр чарӑнмасӑр ҫумӗ. Хӑш-пӗр кун пачах ҫумӑр ӳкмӗ. Тӗслӗхрен, ку эрне вӗҫӗнче.
Ҫумӑр ҫусан та ҫанталӑк 20-25 градус ӑшӑ тӑрӗ. Канмалли кунсенче ҫеҫ ҫӗрлесерен 10 градус ҫеҫ ӑшӑ пулӗ.
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, шӑрӑх ҫанталӑк ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче таврӑнӗ. Ҫурлан 6-мӗшӗнче вара ҫумӑр ҫума пӑрахӗ.