Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Кешиф Галялетдинова саламларӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 02.02.2013 13:55 | 1999 хут пӑхнӑ

Паян Раҫҫей Сталинград патӗнчи ҫапӑҫӑва аса илет — ҫак хӑрушӑ пулӑм иртнӗренпе 70 ҫул ҫитнӗ. Ҫавӑн пекех сывӑ юлнӑ совет салтакӗсене те манмаҫҫӗ — ӗнер, сӑмахран, Патӑрьел районӗнчи Тутар Тимешре пурӑнакан Галялетдинов Кешаф Шамсутдиновича саламларӗҫ.

Паллӑ кун ячӗпе ветерана Патӑрьел район администрацийӗн организаципе тӗрӗслев тата кадр ӗҫӗн пай пуҫлӑхӗ Сергей Торговцев, халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрӑн директорӗ Татьяна Малинина, ял тӑрӑхӗнчи ветерансен Канашӗн председателӗ Николай Перепелкин, ял тарӑхӗн депутачӗ Минсагир Рахматуллин, Туҫа ял тӑрӑхӗн хӗрарӑмсен канашӗн председателӗ Алена Мальцева саламларӗҫ. Кешаф Галялетдинова вӗсем парне пачӗҫ, Республика Элтепӗрӗн М.В. Игнатьевӑн, Волгоград облаҫӗн губернаторӗн С. Боженовӑн, Патӑрьел районӗн администраци пуҫлӑхӗн Н.И. Глуховӑн салам ҫурӑвӗсене вуласа пачӗҫ.

Кешаф Шамсутдинович ҫак ялта 1924 ҫулхи чӳкӗн 6-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1942 ҫулта 18 ҫулти каччӑна ҫара илнӗ. Ҫылай ҫӗртри ҫапӑҫусене хутшӑннӑ вӑл — Полярхыҫри ҫӗрсене хӳтӗленӗ, Сталинград патӗнчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ, Белоррусипе Польшӑна ирӗке кӑларнӑ, Берлин–Рейхстага ҫавӑрса илме хутшӑннӑ. 1947 ҫулхи ака уйӑхӗнче киле таврӑннӑ.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑл авланнӑ, Ксыл-Чишма (1948–1949), Тутар Тимеш (1949–1957) шкулӗсенче ачасене вӗрентнӗ. 1963–1985 ҫулсенче вара ӑна Анат Туҫа шкулӗн директорӗ пулса тӑрӑшнӑ.

Кешаф Шамсутдинович хӑйӗн мӑшӑрӗпе Нурзиган Гималетдиновнӑпа 8 ача пӑхса ӳстернӗ. Хальхи вӑхатра унӑн 18 мӑнук, 10 мӑнук ачи.

#Патӑрьел районӗ, #Тутар Тимеш, #Туҫа, #Туҫа ял тӑрӑхӗ, #Ксыл-Чишма, #Анат Туҫа, #саламлавсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем