Васкавлӑ пулӑшу паракан службӑн тухтӑрӗсене смс-ҫыру ярса чӗнсе илме пулать. Анчах ку пулӑшупа врача телефонпа чӗнсе илейменнисем ҫеҫ усӑ кураяҫҫӗ. Сӑмах хӑлха илтменнисемпе чӗлхесӗррисем пирки пырать.
Смс-ҫырура чирлӗ ҫыннӑн тулли адресне, хушаматне, тухтӑра мӗн сӑлтавпа чӗннине пӗлтермелле. Чир паллисене те кӑтартма ыйтаҫҫӗ. Ун пек тусан оперативлӑ пай ӗҫченне ҫӑмӑл пулӗ, мӗншӗн тесен хӑш бригадӑна чӗнсе илесси унран килет-ҫке.
Смс-ҫыру ямалли номере пур ҫынна каламаҫҫӗ. Ӑна социллӑ учрежденисем е ҫавӑн пек службӑсем хӑйсем пӑхса тӑракансене пӗлтереҫҫӗ.
Хӑлха илтменнисемпе чӗлхесӗррисем валли васкавлӑ пулӑшӑва унчченхилле йӗркепе те (васкавлӑ медицина пулӑшӑвӑн телефонӗпе шӑнкӑравласа) чӗнме май пур.