Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Культура
![]() present5.com сӑнӳкерчӗкӗ Каҫал тӑрӑхӗнче палӑка япӑхтарса лартнӑ. Ахаль объекта та мар, культура эткерлӗхӗ шутланаканскере. Кӑлтӑка Комсомольски районӗнчи прокуратура асӑрханӑ. Комсомольскисем 1921 ҫулти кулаксен пӑлхавӗ вӑхӑтӗнче вилнӗ коммунистсене тата совет хастарӗсене асӑнса лартнӑ палӑка пӑхса тӑман. Вӑл Комсомольски ял тӑрӑхӗн балансӗ ҫинче тӑнӑ. Регион пӗлтерӗшлӗ культура эткерлӗхӗ шутланаканскере «Об объектах культурного наследия (памятниках истории и культуры) народов Российской Федерации» (чӑв. Раҫҫей Федерацийӗнчи халӑхсен культура эткерлӗхӗн объекчӗсем (истори тата культура палӑкӗсем) ҫинчен) федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн тытса тӑмалла. Каҫал тӑрӑхӗнчи палӑк вара япӑхнӑ, хӑйпӑнма пуҫланӑ, культура эткерлӗхӗ пирки вырӑсла тата чӑвашла ҫырса хуни те пулман. Ял тӑрӑхне палӑка йӗркене кӗртме хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |