Хулара
![]() «Шупашкарти пляжри тӗлӗнтермӗш ӗҫсем. Сулахай енче – пляж. Унта канма юрамасть. Сылтӑм енчен – пляж, унта канма юрать. Сулахай енче кӑшӑлвируспа чирлеме пулать, сылтӑм енче хӑрушлӑх ҫук». Ҫапларах ҫырса хунӑ Инстаграмра @21ambient ятпа регистрациленнӗ авторӑн постне тӗпе хурса тӗнче тетелӗнчи «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Дзен|Чувашия» ушкӑнра. Сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, сулахай енчи пляжри (ӑнланнӑ тӑрӑх, вӑл – официаллӑ майпа ирӗк панӑ вырӑн) ҫынсене йӗрке хуралҫисем хӑвалаҫҫӗ. Террриторие ятарлӑ паллӑпа уйӑрнин тепӗр енче халӑх лӑк тулли. Пакунлисене пӗр енчен ӑнланма пулать. Пирӗн тӑрӑхра халӗ те кӑшӑлвирус алхасать, ҫавна май пляжсене официаллӑ майпа уҫман-ҫке. Ҫав вӑхӑтрах пӗр ҫыран хӗрринчех, анчах пляж шутланман вырӑнта йышпа канни йӗркене пӑсни пулмасть-ши? Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |