Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.0 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Хырхӗрринчи Сурхури

Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 18.01.2013 00:28 | 1094 хут пӑхнӑ

Сурхури — чӑвашсен авалхи уявӗ. Ӑна кун таврӑннӑ вӑхӑтра паллӑ тунӑ. Уяв пӗр эрне хушши пынӑ, каярахпа Христос тӗнне йышӑннӑ хыҫҫӑн Кӑшарничченех тӑсӑлнӑ. Сурхури йӑли-йӗркисене кил-ҫуртра ӑнӑҫлӑх, хуҫисен ҫителӗклӗ пурнӑҫ, выльӑх-чӗрлӗхсем ӗрчевлӗ пулччӑр тесе ирттернӗ. Килес ҫулхи тыр-пул тухӑҫлӑхне те ҫав йӑласемпех ҫыхӑнтарнӑ.

Комсомольски районӗнчи Хырхӗрри тӗп шкулӗнче тӗрлӗ классенче вӗренекен ачасем ӗлӗкхи йӑласене кӗнекепе ҫеҫ вӗреннипе ҫырлахасшӑн пулмарӗҫ. Шкулта тӑван ен культурине вӗрентекен Галина Алексеевна ертсе пынипе сурхури сӑввисене тӑрӑшсах пӑхмасӑр калама вӗренчӗҫ. Каҫ кӳлӗм калаҫса татӑлнӑ вӑхӑтра Хырхӗрри ӳнер ҫуртне пухӑнчӗҫ. Кунта Татьяна Ивановна Бормотина директор пулӑшнипе хӑйсем ҫине тӗрлӗ тумтир виҫе-виҫе пӑхрӗҫ, кӑмӑла кайнисене суйласа тӑхӑнчӗҫ те ял тӑрӑх кайрӗҫ. Аслӑ урамра килрен-киле шаккаса кӗчӗҫ, такмак-сӑвӑ каларӗҫ.

«Сак тулли ача-пӑча пултӑр!

Урай тулли путек пултӑр!

Кӗтӗвӗн пӗр вӗҫӗ шыв патӗнче пултӑр,

Тепӗр вӗҫӗ картара пултӑр!» (Е.Енькка. Тӑван ен культури. 6-7кл.)

Ҫакӑн пек сӑмахсемпе ырӑ сунса хӑварчӗҫ ачасем кил хуҫисене. Урайне пӑрҫапа тырӑ пӗрчисем сапма та манмарӗҫ.

«Сурхури ҫитрӗ! Сурхури ҫитрӗ!», — тесе кӑшкӑрса хирӗҫ пулакансене те пӗрле пыма чӗнчӗҫ. Кашни килтех ачасене хапӑл туса кӗтсе илчӗҫ, тутлӑ канхвет-премӗкпе сӑйларӗҫ. Ӗлӗкхи йӑласене манманшӑн хӗпӗртесе тав турӗҫ. Савӑнӑҫлӑ йӑла унта хутшӑнакан ачасен кӑмӑлне питех те килчӗ. Тепӗр ҫул та сурхурине паллӑ тӑвас, тата та тӗплӗнрех хатӗрленес тесе калаҫса татӑлнӑ хыҫҫӑн ачасем савӑк кӑмӑлпа килӗсене саланчӗҫ.

Сӑн ҫинче: Сурхури уявне чи хастар хутшӑннӑ ачасем: Никонова София, Пожеданов Андрей, Исаев Яков, Исаева Анастасия, Ятманова Диана.

#Хырхӗрри, #Комсомольски районӗ, #Сурхури, #уявсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org