Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Шар курнӑ Туҫи халӑхӗ валли пулӑшу пухма тытӑннӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 16.01.2013 21:36 | 1833 хут пӑхнӑ

Паян Михаил Игнатьев Элтепӗр йӑла газӗ сирпӗннине пула шар курнӑ Туҫи ҫыннисене пулӑшас тӗлӗшпе ятарлӑ пуху ирттернӗ. Чи малтанах Михаил Васильевич ҫак инкеке сирес тӗлешпе ӗҫленӗ пур ҫынна та тав сӑмахӗ каланӑ.

Йӑла газӗ сирпӗннӗ ҫурта тӗппипе ишӗҫ. Ун вырӑнне ҫӗнӗ ҫурт хӑпартма палӑртаҫҫӗ. Элтепӗр пӗлтернӗ тӑрӑх Раҫҫей ИӖМне тата Регионсен министерствине федераци хыснинчен укҫа илме заявка янӑ. Малтанлӑха шутланӑ тӑрӑх ҫак инкеке пӗтӗмӗшле сирме 60 миллион тенкӗ кирлӗ пулӗ.

Шар курнӑ ҫынсене Раҫҫейри Хӗрлӗ Хӗресӗн Чӑваш уйрӑмӗ те пулӑшать. Мӗнпе те пулин сирӗн те пулӑшас кӑмӑл пур пулсан япаласене ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: Шупашкар, Ленинград урамӗ, 31 ҫурт. Уйрӑмах тумтир, пушмак, алшӑлли, утиал кирлӗ.

Ыран Ҫӗрпӳ районӗнче хурлӑхлӑ кун.

Асаилтерепӗр, Ҫӗрпӳ районӗнчи Туҫи ялӗнче вырнӑҫнӑ виҫӗ хутлӑ ҫуртра йӑла газӗ ӗнер ирхи сирпӗнсе кайнӑ. Пурӗ тӑватӑ хваттер тӗппипе ишӗлнӗ, 2 ҫын вилнӗ, тепӗр иккӗшӗ аманнӑ. Инкеклӗ ҫуртран 40 ҫынна кӑларнӑ. Элтепӗр шантарнӑ тӑрӑх вилнисен кил-йышӗ патшалӑхран миллион тенкӗ илӗ. Хӑйсен хваттерне ҫухатнисем 100 пин, пурлӑх пӗр пайӗсӗр юлнисем — 50 пин илӗҫ.

#пӑтӑрмахсем, #Туҫи, #Ҫӗрпӳ районӗ, #сирпӗнӳсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем