Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри тата тепӗр ҫыравҫӑна «75 лет Великой Победе» (чӑв. Аслӑ Ҫӗнтерӗве 75 ҫул) юбилей медалӗпе чысланӑ. Раҫҫей Федерацийӗн Коммунистсен партийӗн тӗп комитечӗн ертӳҫи, РФ Патшалӑх Думинче РФКП фракцийӗн ертӳҫи Геннадий Зюганов ячӗпе килнӗ наградӑна тата Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе янӑ саламне «Сыны Отечества» (чӑв. Тӑван ҫӗршывӑн ывӑлӗсем) офицерсен юлташлӑхӗ ыйтнипе вырӑнти хастарсем илсе ҫитернӗ. Ҫыравҫӑ-ветеран патӗнче медальпе, салампа тата парнепе — «Самсунг» смартфонпа — «Канашсем» ентешлӗхӗн ертӳҫи Юрий Тарасов тата Чӑваш наци конгресӗн президиумӗн пайташӗ Николай Лукианов пулнӑ. Маларах юбилей медалӗсемпе Чӑваш халӑх ҫыравҫине Юхма Мишшине тата Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн председательне Лидия Филипповӑна (Михайловӑна) чысланӑ. | ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |