Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Элтепӗрӗн Ҫӗнӗ Ҫул умӗнхи саламӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 26.12.2012 13:15 | 1940 хут пӑхнӑ

Хаклӑ ентешӗмӗрсем!

Сире Ҫӗнӗ ҫул тата Раштав уявӗсен ячӗпе саламлатӑп!

Ҫӗнӗ ҫул умӗн вӗҫленекен ҫулталӑк кӑтартӑвӗсене пӗтӗмлетесси, мӗн тунине хакласси, малашлӑх валли плансем тӑвасси йӑлана кӗнӗ.

Тулли кӑмӑлпа палӑртатӑп: тӗп макроэкономика кӑтартӑвӗсемпе Чӑваш Ен каллех ҫӗр-шывӑн чи ӑнӑҫлӑ регионӗсен шутне кӗчӗ. 2012 ҫулта эпир бюджет укҫипе тухӑҫлӑ усӑ курас, пӗчӗк бизнес аталанӑвӗ валли лайӑх условисем йӗркелес, экономикӑра тата бюджет сферинче ӗҫ укҫине ӳстерес, нумай ачаллӑ тата ҫамрӑк ҫемьесене, пӗчӗк тупӑшлисене, ветерансене патшалӑх енчен пулӑшассине вӑйлатас тӗллевлӗ политика тытса пытӑмӑр. Обшествӑпа администраци енчен ҫирӗп тӗрӗслесе тӑнине, вӑхӑтра комплекслӑ мерӑсем йышӑннине пула социаллӑ пӗлтерӗшлӗ таварсен хакӗсене сӑлтавсӑр ӳстерме памарӑмӑр.

Ӗҫ стажӗ 40 тата 45 ҫула ҫитнӗ аслӑ ҫулсенчи 20 пин ытла ҫын «Чӑваш Республикин ӗҫ ветеранӗ» ят тата хушма ҫӑмӑллӑхсемпе усӑ курмалли право илчӗ.

2012 ҫулхи кӑрлачран тытӑнса виҫҫӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ачасем ҫуралнӑ ҫемьесене республикӑн 100 пин тенкӗпе танлашакан амӑшӗн капиталне тӳлетпӗр, ӑна кӑҫал 1,5 пине яхӑн ҫемье илнӗ. 2013 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен тытӑнса вара виҫҫӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ачасем ҫуралнӑ ҫемьесем пурте тенӗ пекех уйӑхсерен ачасене пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе чухлӗ тӳлев илме тытӑнӗҫ.

2012 ҫулта федерацин ҫӗнӗ йышши физкультурӑпа спорт комплексӗсем тумалли программине пурнӑҫлассине вӗҫлерӗмӗр, халӗ республикӑн яллӑ мӗн пур районӗнче ФСКсем пур. Сывӑ пурнӑҫ йӗркине пропагандӑлассине вӑйлатни, тренировкӑсем ирттермелли хӑтлӑ условисем йӗркелени пирӗн кӑҫалхи ҫулла Лондонра Олимп пьедесталне парӑнтарнӑ спортсменсен ӑнӑҫӑвне никӗслерӗҫ. Сывлӑх сыхлавӗпе вӗрентӳ тытӑмне ҫӗнетессине малалла тӑсрӑмӑр. Шкулсен виҫҫӗмӗш пайне тӗпрен юсанӑ, шкул столовӑйӗсем валли ҫӗнӗ оборудовани туяннӑ. Ҫӗнӗлле йӗркеленӗ май медиицна учрежденийӗсенче пуҫлӑх-администраторсен шучӗ чакрӗ, сиплекен врачсем нумайланчӗҫ. Медицина пулӑшӑвӗн пахалӑхне малалла лайӑхлатас, унпа усӑ курмалли майсене анлӑлатас тӗллевпе ҫывӑх вӑхӑтра яллӑ районсенче ҫӗнӗ 100 фельдершпа акушер пунктне уҫӑпӑр.

Республикӑра пурӑнакансем ӑнӑҫлӑ ӗҫлерӗҫ, пирӗн пӗрлехи ӗҫ кӑтартӑвӗ – халӑхӑн укҫа тупӑшӗ 18 процента яхӑн пысӑкланни. Юлашки ҫирӗм ҫул хушшинче пуҫласа Чӑваш Енре шкулчченхи вӗренӳ учрежденийӗсем тума пуҫларӑмӑр. Кӑҫал ҫӗнӗ 11 ача сачӗ хута янӑ. Юлашки ҫирӗм ҫул хушшинче пирвайхи хут республикӑра ача ҫураласси ҫын вилессинчен иртнӗ. Ҫак кӑтарту обществӑра тӑнӑҫлӑх пуррине, ҫемьесем ыранхи куна шаннине ҫирӗплетет. Ку — лайӑх кӑтарту.

Вӗҫленекен ҫулталӑкра халӑхшӑн тӑрӑшса ӗҫленисене, тӑван ен аталанӑвне малашне те пултарнӑ таран хӑйсен тӳпине хывма хатӗррисене пурне те тав тӑватӑп. 2013 ҫул мӗнле пулӗ, мӗн кӳрӗ — ҫакӑ хамӑртан нумай килет. Паллах, татса памалли ҫивӗч ыйтусем нумай-ха. Анчах эпир вӗсене парӑнтарӑпӑр. Ерипен, утӑм хыҫҫӑн утӑм туса, ҫирӗп кӑмӑллӑ пулса, популистла йышӑнусемпе сӑмахсенчен пӑрӑнса. «Ахах тенипех пуяймӑн», — теҫҫӗ халӑхра. Тӑрӑшса ӗҫлесен кӑна пурнӑҫӑмӑра лайӑхлатма пултарӑпӑр.

Ҫӗнӗ ҫул ҫутӑ та пуян пуласси, интереслӗ пулӑмсем, ҫӗнӗлӗхсем кӳресси пирки иккӗленместӗп. Сирӗн Ҫӗнӗ ҫул каҫӗнчи чи ҫутӑ ӗмӗтӗрсем пурнӑҫланччӑр! Кашни ҫемьене телей, ырлӑх, пирӗн юратнӑ республикӑна вара тӑнӑҫлӑх тата аталану сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Элтепӗрӗ М.Игнатьев.

#саламсем, #Ҫӗнӗ Ҫул

 

Комментари:

Serzh // 2901.27.1214
2012.12.30 07:57
Ĕлтепĕр сĂмах чăваш чĕлхинче ĕмерте те пулман.:))
2012.12.30 11:16
Аçтахар Плотников
Пăлхар чĕлхинче пулнă — çапла май чăваш чĕлхинче те, вăл ун тăсăмĕ пулнăран, вăл нихçан та пулман теме май çук. Сирĕнешкеллисем чăваш чĕлхи çине мĕскĕннĕн пăхнăранах ĕнтĕ, ашшĕ-амăшĕ ачине тăван чĕлхене вĕрентмест :(
Serzh // 3617.77.2344
2012.12.31 09:11
Иккĕмĕш предложение çырмалла пулман - кÿрентĕр. Чăваш чĕлхи - тĕнчере чи хитре чĕлхисен шутне кĕрет.
Чăваш Республикин Президенчĕ тесе çырмаллаччĕ те - пурте ăнланĕччĕç.:-)Ăнланмалла мар хăтланатăр.:)
Çитес Çĕнĕ çул ячĕпе саламлатăп сире!
2012.12.31 12:16
Аçтахар Плотников
«Чăваш Республикин Президенчĕ тесе çырмаллаччĕ те - пурте ăнланĕччĕç.»
//ара, юрамасть-çке. Раççейре пĕр Президент кана пултарать-иç... Саккунпа.

Усă курмасан — паллах, ăнланмĕç. Çавăнпа усă курнă та — хăнăхтарма :)

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем