Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Тӗлпулу иртрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
voronovera 10.12.2012 21:53 | 2130 хут пӑхнӑ

Раштавӑн вуннӑмӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Курнавӑшри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта Чӑваш патшалӑх университечӗн преподавателӗсем — Е.П.Чекушкина, И.В.Сафронова, Е.Р.Якимова доцентсем, «Тантӑш» хаҫат редакторӗ В.Д.Николаев, Светлана Садал тата Марина Кумячева ҫамрӑк журналистсем, Владислав Московцев, Лариса Федорова студентсем ачасемпе кӑсӑклӑ тӗлпулу ирттерчӗҫ.

Чи малтанах хисеплӗ хӑнасем Курнавӑш шкулӗпе паллашрӗҫ, кунти музее кӗрсе курчӗҫ. Унтан чӑваш чӗлхипе литература кабинетӗнче пулчӗҫ. Сӑмах май каласан, Елена Петровна Чекушкина та, Марина Кумячева та ҫак шкулта вӗреннӗ. Елена Петровна 9-10 классенче вӗреннине аса илсе хӑй ларнӑ парта хушшинче асӑнмалӑх сӑн ӳкерттерчӗ.

Е.П.Чекушкина, И.В.Сафронова, Е.Р.Якимова доцентсем шкул ачисене чӑваш филологипе культура факультечӗ пирки каласа кӑтартрӗҫ. Малашне унта вӗренме каяс текенсене усӑллӑ сӗнӳсем пачӗҫ. Тӗлпулӑва Л.Федорова студентка илемлӗ юрӑпа чӗртрӗ, В.Московцев «Хӑравҫӑ мулкач» юптарӑва ӑста вуларӗ.

Республикӑри шкулсене тухса ҫӳресе шкул пурнӑҫӗпе паллашас тӗллевпе «Тантӑш» хаҫатӑн ӗҫченӗсем те кунта хаваспах килнӗ. Марина Кумячева ачасене журналист ӗҫӗ ҫинчен каласа пачӗ, Светлана Садал вара пултаруллӑ ачасенчен интервью илчӗ. «Тантӑш» хаҫатӑн тӗп редакторӗ В.Д.Николаев Курнавӑш шкулӗнче малашне ҫамрӑк корреспондентсен пункчӗ уҫӑлнине ҫирӗплетекен сертификат пачӗ. Чӑваш патшалӑх университечӗн доценчӗ И.В. Сафронова шкула кӗнекесем те парнелерӗ.

#Елчӗк районӗ, #Курнавӑш, #шкулсем, #тӗлпулусем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем