Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.0 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Чӑваш Ен «ҫӳлтен» сӗннӗ йышӑнусене вӑхӑтра пурнӑҫламан

Паллашу Ырӑ чунлӑ, ӗҫчен, ырӑ кӑмӑллӑ ял пурнӑҫне килӗштерекен хӗр упраҫпа Туран трекӗ ...
Паллашу Ҫемье ҫавӑрас тӗллевпе арҫынпа паллашатӑп ( ӗҫчен, начар привычкӑсӑр, пӗчӗк мар...
Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Софья Савнеш 28.03.2020 19:37 | 442 хут пӑхнӑ
Республикӑра
gagarinmall.ru сайтри сӑн
gagarinmall.ru сайтри сӑн

Раҫҫейри хӑш-пӗр регион, ҫав шутра Чӑваш Ен те, коронавируса пула йышӑнма сӗннӗ мерӑсене пурнӑҫламан-мӗн. Регионти влаҫсене кинотеатрсене, ачасен вылямалли пӳлӗмӗсене, каҫхи клубсене, йышпа канмалли ытти вырӑна пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнчех хупма каланӑ иккен.

Ҫакна 38 регионта ҫийӗнчех пурнӑҫланӑ, ыттисем ку ыйтӑва вӑхӑтра татса паман. Ҫав шутра – Чӑваш Ен те.

Кинотеатрсен харпӑрҫисен ассоциацийӗ ҫак ыйтӑва вӑхӑтра татса паман хуласен списокне хатӗрленӗ. Унта ҫаксем кӗнӗ: Белгород, Волгоград, Йошкар-Ола, Астрахань, Иркутск, Новосибирск, Ярославль тата Шупашкар. Палӑртмалла: ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев кинотеатрсене пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче хупма сӗннӗ.

#Элтепер, #Шупашкар, #коронавирус

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/63424
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Коронавируспа чирленӗ пациент хӑйне лайӑхах туять
2020, 03, 21
Аслӑ ӑрурисен карантинта пулмалла
2020, 03, 25
Подъездсене дезинфекцилӗҫ
2020, 03, 26
Карантинра ларакан кинемей балкон ҫинче купӑс каласа юрлать
2020, 03, 26
Коронавируспа чирлеме пултарнӑ ҫынна пуйӑс ҫинчен пульницӑна илсе кайнӑ
2020, 03, 27

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org