Канаш станцийӗнче ҫамрӑк ҫынсем электропуйӑс вакунӗсене ӳкерсе пӗтернӗ. Ҫак ӗҫе камсем тунине каярах палӑртнӑ. Вӗсем – Самар облаҫӗнче пурӑнакан виҫӗ ҫын.
Ку ӗҫ-пуҫ пӗлтӗр чӳк уйӑхӗнчех пулса иртнӗ. Вандалсене тупса палӑртас тӗллевпе специалистсем ятарласа халӑх тетелӗсене тишкернӗ. Ҫапла майпа прокуратура тӗнче тетелӗнче ҫакнашкал ӳкерчӗксем вырнаҫтарнӑ ҫынсене шыраса тупма хӑтланнӑ. Ҫак ӗҫе тума пултарнӑ ҫынсене ку мелпе тупма май килнӗ.
Вандал ӗҫне ушкӑнпа тунӑшӑн нумайран та 3 ҫуллӑха хупма пултараҫҫӗ. Ҫак ҫынсен харпӑрлӑх хуҫине тӑкака саплаштармалла пулӗ. Пӗтӗмпе – 26 пин тенкӗ.