Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӗлхе пуласлӑхӗ — ҫамрӑксенче

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
anna-lukina1 26.11.2012 14:56 | 1713 хут пӑхнӑ

Чӳкӗн 23-мӗшӗнче ЧПУн чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче хӑнана Эктор Алос и Фонт тата Александр Васильевич Блинов чӗлхеҫӗсем ҫитрӗҫ. Пӗрремӗш курс студенчӗсем хаклӑ хӑнасене хаваспах кӗтсе илчӗҫ.

Эктор Алос и Фонт Франци ҫӗршывӗнчи Каталони тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ, унӑн тӑван чӗлхи каталон чӗлхи, халӗ вӑл тӑрӑшсах чӑвашла вӗренет. Александр Блинов вара Шупашкартах ҫуралса ӳснӗ, анчах пӗчӗкле вырӑсла ҫеҫ пӗлнӗ, халӗ вара чӑвашла та шакӑртаттарсах калаҫать.

Эктор тӗнчери пӗчӗк йыш калаҫакан чӗлхесен шӑпи пирки мӗн тӗпчесе пӗлни пирки каласа пачӗ. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, каталон чӗлхине те ЮНЕСКО пӗтекен чӗлхесен шутне кӗртнӗ, ҫавӑнпа тӗпчевҫӗ тӑван чӗлхин шӑпи пирки кулянать, ӑна мӗнле ҫӑлса хӑварасси пирки шухӑшлать. Ун шучӗпе чӑваш чӗлхин пуласлӑхӗ каталони чӗлхиннинчен аванрах, мӗншӗн тесен чӑваш чӗлхипе калаҫакансен йышӗ пилӗк хут ытларах. Чӗлхесен пуласлӑхӗ ҫамрӑксенчен килнине палӑртрӗ тӗпчевҫӗ. Тӗслӗх вырӑнне Александр Блинова илме пулать. Вӑл, чӑваш йӑхӗнчен тухнӑскер, малтан чӑвашла пӗлмен, анчах ҫакӑ йӗркеллӗ маррине ӑнланса илсе хӑй тӗллӗнех ашшӗ-амӑшӗн чӗлхине вӗреннӗ. Ку ҫеҫ те мар-ха, чӑваш наци ыйтӑвӗпе кӑсӑкланакансене пӗрлештерекен «Хавал» ушкӑн йӗркеленӗ. Ҫак ушкӑна кӗрекенсем пӗрле пухӑнса тӗрлӗ ыйтусене татса параҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Шупашкарти 10-мӗш шкулта пур предмета та чӑвашла вӗрентекен программӑпа пуҫламӑш классенчи ачасене вӗрентме тытӑннӑ. Хальлӗхе ачасем 2-мӗш класс таран вӗренсе ҫитнӗ. Ҫавӑн пекех тӗрлӗ сайтсене чӑвашла куҫарма палӑртнӑ.

Паллах, ҫакӑн пек ыйтусене татса панӑ чухне чӑвашла лайӑх пӗлекен, ҫыракан, шухӑшлакан ҫамрӑксем ҫитмеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та чӑваш филологийӗпе культура факультетне тӗлпулӑва килнӗ хӑнасем яшсемпе хӗрсенчен пулӑшу ыйтрӗҫ. Ҫамрӑксем вара чӗлхемӗр пуласлӑхӗшӗн тӑрӑшма яланах хатӗрри пирки пӗлтерчӗҫ.

#Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ, #ЧПУ, #тӗлпулусем, #Шупашкар

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем