Чӑваш Енӗн Тӗрӗслевпе шутлав палатин ертӳҫин ҫӗнӗ ҫумне ҫирӗплетрӗҫ. Паян ҫак ыйтӑва республикӑн Патшалӑх Канашӗн 38-мӗш сессийӗнче тишкерчӗҫ.
Тӗрӗслевпе шутлав палатин ертӳҫин ҫумӗ пулса ӗҫленӗ Сергей Швардаков хӑйне ҫак тивӗҫрен хӑтарма ыйтса заявлени ҫырнӑ. Кун пирки сессире Тӗрӗслевпе шутлав палатин ертӳҫи Светлана Аристова пӗлтерчӗ. Депутатсем Сергей Иванович йышӑнӑвне майлӑ пулчӗҫ.
Сергей Швардаков Тӗрӗслевпе шутлав палатин ертӳҫин ҫумӗ пулса 2011 ҫулхи пуш уйӑхӗнченпе ӗҫленӗ. Халӗ вӑл «Микрохирургия» МНТКра директорӑн экономика енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ пулса тӑрӑшать. Сергей Швардаков – Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ экономисчӗ.
Тӗрӗслевпе шутлав палатин ертӳҫин ҫумӗ пулма Ирина Иракинӑна ҫирӗплерӗҫ. Унччен вӑл аудитор пулса 17 ҫула яхӑн ӗҫленӗ.