Чӑваш Енре пурӑнакан Максим Егоров Владивостока чупса ҫитме палӑртнӑ. Вӑл маршрута Питӗртен пуҫланӑ.
29 ҫулти Максим Чулхулана чупса ҫитнӗ. Ҫапла вӑл хальлӗхе 1200 ҫухрӑма хыҫа хӑварнӑ. Малта – пин-пин ҫухрӑм, Владивостока ҫитиччен унӑн 10 пин ҫухрӑм чупмалла.
«Эпӗ пӗр уйӑх чупатӑп. Кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче Питӗрте «Пурнӑҫ ҫулӗ» марафон пулчӗ, ӑна хамӑн ҫул пуҫламӑшӗ пек йышӑнтӑм. Пирӗн ҫӗршыв пысӑк, «Питӗр – Владивосток» маршрут пирки каланӑ чухне ӑна парӑнтарма май ҫук пек туйӑнать. Манӑн вара пачах урӑхла ӗнентерес килет», - каласа кӑтартнӑ Максим. Вӑл кунне 5-6 сехет чупать. Ҫӗрле хӑна ҫуртӗнче е пӗлӗшӗсем патӗнче чарӑнать.