Ӑслӑлӑх
![]() pixabay.com сайтран илнӗ сӑн Ӑсчахсем ҫумӑрӑн пӗр тумламӗнчен 140 Вольт напряжени пама пултаракан ятарлӑ генератор шутласа кӑларнӑ, ку виҫе вара 100 пӗчӗк ҫутӑдиодлӑ лампочкӑна ӗҫлеме ҫителӗклӗ. Ҫӗнӗ хатӗрӗн генераторӗнче алюмини электрочӗпе политетрафорэтиленпа витнӗ индий-тӑхлан йӳҫекӗллӗ тепӗр электрод вырнаҫнӑ. Ҫумӑр тумламӗ материал ҫине лекнӗ хыҫҫӑн икӗ электрод сыпӑнаҫҫӗ. Ҫакӑ PTFE-ре пухӑннӑ зарядсене электричество пек чупма май парать. Ку хатӗр-хӗтӗр шалкӑм ҫумӑрта та ӗҫлеме пултарать. Анчах та изобретение тӗпе хурса практикӑра усӑ курма май паракан хатӗр туса кӑларас умӗн тата нумай ӗҫлемелле-ха. Хальлӗхе энерги кӗске вӑхӑтлӑха кӑна йӗркеленет, нумайлӑха ӗҫлеме пухас тесен — йывӑрлӑхсем сахал мар. Ӳлӗм кунашкал хатӗрсене, технологие лайӑхлатса ҫитерсен, сӑмахран, ҫурт тӑррисенче вырнаҫтарма май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |