Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Иванов Михаил Иванович ветеран 90 ҫул тултарнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
jakut8 11.11.2012 20:07 | 1619 хут пӑхнӑ

Тӑван ҫӗршыва нимӗҫ фашисчӗсенчен хӳтӗленисен йышӗ чаксах пырать. Вӗсенчен пӗри, М.Иванов, Ӑвӑспӳрт Кипеч ялӗнче пурӑнать. Вӑрҫӑ пуҫлансанах вӑл салтак тумӗ тӑхӑннӑ. Улатимӗр облаҫӗнчи Ковров хулинче ҫар ӗҫне вӗреннӗ. Ӑна артиллери полкне янӑ. Аслӑ Ҫӗнтерӗве Берлинта кӗтсе илнӗ. Кунта вӑрҫӑ хыҫҫӑн тата икӗ ҫул хӗсметре тӑнӑ. Паттӑрлӑхпа хаюллӑхшӑн Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр, Аслӑ вӑрҫӑн пӗрремӗш степеньлӗ орденӗсемпе, медальсемпе наградӑланӑ. Яла таврӑнсан мӗн пенсие тухичченех колхозри строительсен бригадине ертсе пынӑ.

Нумаях пулмасть Михаил Иванович 90 ҫул тултарнӑ. Юбилей ячӗпе саламлама район администрацийӗн пуҫлӑхӗ В.Софронов, Канаш хулипе районӗн социаллӑ хӳтлӗх пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Э.Яковлева, Ӑвӑспӳрт Кипеч ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.Иванов пынӑ. Владислав Васильевич Раҫҫей Президенчӗн В.Путинӑн саламне вуласа панӑ.

Михаил Иванович мӑшӑрӗпе виҫӗ ача ҫуратса ӳстернӗ. Унӑн 5 мӑнукпа 3 кӗҫӗн мӑнук. Ывӑлӗпе хӗрӗ ялтах пурӑнаҫҫӗ, ашшӗ патне килсех тӑраҫҫӗ.

#Канаш районӗ, #Ӑвӑспӳрт Кипеч, #юбилейсем

 

Комментари:

2012.11.12 00:18
Аçтахар Плотников
Пăхатăп та — пурне те Путин саламлать. Чăнахах та саламлать-ши? Чăнахах та пирĕн ватăсене пĕлет-ши? Ман шутпа президентăн пысăк тивĕçлĕ çынсене кăна саламламалла. Вара ун пек саламăн хисепĕ пысăк. Кунашкал кашнине саламласан... кăмăллă-ха та, анчах шайĕ темле ытла вĕтĕ пек тайнать.
//паллах, Михаил Иванович тивĕçлĕ çын мар тесе каласшан мар эп. Тивĕçлĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем