Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Ашмарин ҫурчӗ ишӗлсе ларать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 31.01.2020 19:13 | 1410 хут пӑхнӑ
Культура

Паллӑ тюрколог, СССР Ӑслӑлӑх Академийӗн пайташ-корреспонденчӗ, тӗнче шайӗнче пӗлекен ӑсчах ҫуралнӑранпа кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче 150 ҫул ҫитӗ. Вӑл купса ҫемйинче, Етӗрнере, ҫуралнӑ. 1933 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗнче Хусанта вилнӗ. Хӑйӗн ӗмӗрӗнче вӑл 40 пин сӑмахран тӑракан 17 томлӑ чӑваш словарьне хатӗрлесе хӑварнӑ. Хӑй пурӑннӑ чухне 5 томне ҫеҫ пичетлесе ӗлкӗрнӗ пулин те унӑн эткерлӗхне упракансем 17 тома кун ҫути кӑтартнӑ-кӑтартнах.

Николай Ашмаринӑн Етӗрнери ҫурчӗ халь-халь тӳнсе каясла ларать. Ҫакна 2019 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Чӑваш Республикин территори аталанӑвӗн агентствин сайтӗнче унӑн ертӳҫи Этнер Эгоров пӗлтернӗ. Сӑмахне ҫирӗплетме вӑл сӑнӳкерчӗксем йышлӑ вырнаҫтарнӑ. Унтанпа Сӑрта (Етӗрне патӗнче шӑпах ҫак юханшыв) сахал мар шыв-шур юхса иртнӗ. Анчах паян та ҫурт унчченхиллех тайлӑк ларать-мӗн. Кун пирки Фейсбукра ӗнер Олег Григорьев хыпарланӑ. «Етӗрнери Ашмарин ҫурчӗ япӑхса ларать. 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 30-мӗшӗ тӗлне нимӗн те улшӑнман», — тесе ҫырнӑ Олег Григорьев.

#культура, #персона, #эткерлӗх, #Етӗрне, #халӑх ушкӑнӗсем, #тӗнче тетелӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 8958.2.2239
2020.02.01 05:05
Agabazar
Микула, Ашмарин çуртне консервацилесе хурас тесе мĕн турăн?

Каласа пар хăвăн Улăпла ĕçÿсем пирки.
Agabazar // 8958.2.2239
2020.02.01 06:15
Agabazar
Кунта çакă курăнать: чăн малтанах тăррине çĕнетмелле.


Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем