Хулара
![]() «Про Город» сайтран илнӗ сӑн Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хушшинче «мӑйракасӑр» троллейбуссем ҫӳреме пуҫлани пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Маршрутпа 4 транспорт ҫӳремелле, анчах паян виҫҫӗшӗ ҫеҫ ҫула тухнӑ. Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр троллейбус, ҫӗнӗскер, ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ. Аса илтерер: троллейбуссем кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче ҫӳреме тытӑннӑ, кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче вара троллейбуссем чӑхӑмлама пуҫланӑ. Харӑсах виҫӗ троллейбус стройран тухнӑ. Кӗҫнерникун каҫхине Ӗпхӳрен (унта троллейбуссене туса кӑларакан савут вырнаҫнӑ) специалистсем килнӗ. Эрнекунран пуҫласа вырсарникунччен маршрутпа 2 троллейбус ҫӳренӗ. Паян эпир виҫӗ троллейбус кӑларса ятӑмӑр», - ҫапла пӗлтернӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗн директорӗ Александр Каныгин. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫитес вӑхӑтра кӑлтӑксене сирсе тӑваттӑшӗ те ҫула тухасса шанаҫҫӗ. Аса илтерсе хӑварар: кӑҫал Чӑваш автономийӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ май троллейбуссене 100-мӗш маршрут ятне панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |