Ӗнер, юпан 27-мӗшӗнче, Шупашкарти Республика тӳремӗнче чӑваш халӑхӑн прависемшӗн халах пухӑвӗ иртнӗ. «Ирӗклӗ сӑмах» корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх темиҫе теҫетке ҫын пухӑннӑ.
Митингра икӗ ыйту пирки калаҫнӑ: «коррупципе кӗрешесси» тата «чӑваш халӑхӑн прависене хӳтӗлесси». Шӑп та лӑп вӗсем тавра ҫырать те ӗнтӗ митинга йӗркеленӗ «Сӗтев» хаҫат. Хаҫата эксремизмшӑн айӑпланипе килӗшмесӗр вӗсем ятарласа «Вырӑспа пӗртан пулма ыйтни — влаҫшӑн экстремизм!»баннер сарнӑччӗ.
Халӑх пухӑвне Илле Иванов сӑвӑҫ ертсе пычӗ. Чи малтанхи сӑмаха Муркаш районӗнчи фермер Владимир Ямангеев илчӗ — вӑл «вӑрӑ-хурахсене» (ҫав шутра Михаил Игнатьева та асанчӗ) влаҫ тытӑмӗнчен кӑларса ҫапма ыйтрӗ. Пухӑннӑ халӑх умӗнче Эдурад Мочалов («Сӗтев» хаҫатӑн тӗп редакторӗ), Наиль Набиуллин (тутар ҫамрӑкӗсен «Азытлык» юхӑмӗн ертӳҫи), чӑваш хастарӗ Илья Алексеев тата ыттисем те сӑмах тухса каларӗҫ.
Митинг пӗр пӑтӑрмахсӑр вӗҫленчӗ.