Паян Чӑваш халӑхӗн аслӑ вӗрентӳҫине Иван Яковлевич Яковлева асӑнмалли кун. Вӑл пирӗнтен уйрӑлса кайнӑранпа 82 ҫул ҫитрӗ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх паян патриархӑмӑрӑн Шупашкарти палӑкӗсем умне чечексем хучӗҫ. И. Яковлев ӗҫӗсем пӗлтерӗшне паян кун та ҫухатман. Вӑл чӑваш халӑхне ҫырулӑх панӑ. 1868 ҫулта йӗркеленӗ Чӗмпӗр чӑваш шкулӗнчен ҫӗр-ҫӗр учитель вӗренсе тухнӑ. 1872 ҫулта кӑларнӑ букварь халӑх кӗнеки пулса тӑнӑ. Вӗрентекенӗмӗр ҫырса хӑварнӑ халал паянхи куншӑн та пысӑк пӗлтерӗшлӗ.
Патриархӑмӑра халалланӑ ӗҫ-пуҫа Республикӑри чӑвашсем анчах мар, тулашри ентешсем те ирттереҫҫӗ. Вӗрентекенӗмӗр тӑван ялӗнче Тутарстанри Кӑнна Кушкинче 1998 ҫулта Иван Яковлевич Яковлев музейне уҫнӑ, часовня пур. Шупашкарта ун ячӗпе университет, урамсем хисепленсе тӑраҫҫӗ.
Яковлевӑн сӑваплӑ та пархатарлӑ ӗҫӗ вилӗмсӗр. Малалла та ӑна упраса, аталантарса пырасчӗ.