Юпан 19-мӗшӗнче виҫӗ ашкӑнчӑк «Перӗм-Новороссийск» пассажир пуйӑсне хӗҫ-пӑшалпа пӗрсе аташнӑ. ШӖМ-ӗн ҫул-йӗр уйрӑмӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх пӑтӑрмах пирки поезд машинисчӗ шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Канашпа Йӗпреҫ станцисем хушшинче виҫӗ ҫамрӑк алхаснине пула пассажир пуйӑсӗн виҫӗ вагонӗнче тӑватӑ кантӑк чӳречи ваннӑ.
Ҫул-йӗр уйрӑмӗн ӗҫченӗсемпе пӗрле Канаш хулин ШӖМ уйрӑмӗн ӗҫченӗсем тӗрӗслев ӗҫӗсем ирттернӗ хыҫҫӑн «вӗри йӗрпеле» ашкӑнчӑксене палӑртма май килнӗ. Киревсӗр ӗҫе пурнӑҫланӑ вырӑнта йӗрке хуралҫисем пульӑсемпе шӑтарса пӗтернӗ пластмас стакансем тупнӑ. Айӑплисем пӗлтернӗ тӑрӑх вӗсем нумаях пулмасть туяннӑ ҫӗнӗ хӗҫ-пӑшала тӗрӗслесшӗн пулнӑ. «Анчах та ӳсӗртереххи иртсе каякан пуйӑса пӗме шут тытнӑ. Ҫамрӑк ашкӑнчӑксем хӗснӗ сывлӑшпа усӑ курса пӗрекен пистолетпа алхаснӑ», — тесе пӗлтерчӗҫ ЧР ШӖМ-ӗн транспорт ҫинче ӗҫлекен ҫул-йӗр уйрӑмӗн ӗҫченӗсем.
Айӑплӑ ҫамрӑк тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарса янӑ. Халӗ ӑна алхаснӑшӑнах тӑватӑ ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма пултараҫҫӗ е 300 пин тенкӗлӗх штраф парӗҫ.