Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑм ял тӑрӑхне «Чӑваш Ен» ПТРК журналисчӗсем сюжет ӳкерме килнӗ. Кунти пилӗк ялта пурӑнакансем автобус ҫуккишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ. Вӗсен чи ҫывӑх чарӑнӑва 8 ҫухрӑм утма тивет.
Ку кӑҫал ака уйӑхӗнче пуҫланнӑ. Унччен ялсене эрнере виҫӗ кун автобус кӗрсе тухнӑ. Вӑл ҫӳреме пӑрахнӑ хыҫҫӑн такси чӗнсе илме тивет. Ҫак ялсенче вара 185 ҫын пурӑнать.
Ҫынсем ку ыйтӑва татса памашкӑн ял тӑрӑхӗн администрацийӗнчен те пулӑшу ыйтнӑ. Хуравӗ пӗрре – автобуса пассажир сахал пулнӑран ҫӳреме пӑрахтарнӑ. Ҫапах ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Виктор Сорокин хӑйӗнчен мӗн килнине тума шантарнӑ: ЧР Транспорт министерствине ҫыру ярӗ. Тен, Шупашкартан Элӗке килекен пӗр автобус та пулин эрнере пӗрре ҫав ялсене ҫула май кӗрсе тухӗ.