Нумаях пулмасть Елчӗк районӗнчи Тип Тимеш ялӗ ҫывӑхӗнче шкул автобусӗ аварие лекни пирки хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: авари аванӑн 9-мӗшӗнче пулнӑ, автобус ҫине «Тойота» кӗрсе кайнӑ. Ҫапӑннӑ хыҫҫӑн шкул автобусӗ кювета чӑмнӑ. Аварире автобус водителӗ тата салонри икӗ ача шар курнӑ, вӗсене пульницӑра пулӑшу панӑ.
Аварире «Тойота» водителӗ, 52 ҫулти арҫын, айӑплӑ тесе палӑртнӑ. Вӑл юраман вырӑнта шкул автобусӗнчен иртсе кайма пуҫланӑ. Прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн шкул автобусӗн водителӗ те айӑплӑ пулни палӑрнӑ. Вӑл шкул директорӗ ҫирӗплетнӗ маршрутпа кайман-мӗн. Ҫитменнине, автобусра маршрут программи, ачасен списокӗ, вӗсем ӑҫта пурӑннине кӑтартакан хут, вӗсен саккунлӑ представителӗсен телефон номерӗсем пулман. Ҫавна май шкул автобусӗн водителӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Шкул директорӗ тата Елчӗк район администрацийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ, унта айӑплӑ ҫынсене дисциплинарлӑ майпа явап тыттарас ыйтӑва пӑхса тухма ыйтнӑ.