Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.0 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: 2019 ҫулшӑн паракан Нестер Янкас ячӗллӗ премине пама кандидатсем тӑратаҫҫӗ

Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Виталий Михайлов 01.11.2019 16:52 | 358 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх
Лауреатӑн кӑкӑр ҫине ҫакмалли палли
Лауреатӑн кӑкӑр ҫине ҫакмалли палли

Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх 2019 ҫулшӑн литературӑпа ӳнерте тата культура аталанӑвӗнче палӑрнӑ пултаруллӑ ҫынсене Нестер Янкас ячӗллӗ Преми памашкӑн кандидатсем тӑратмашкӑн халӑх умне сӗнӳпе тухать. Кандидат ҫинчен калакан автобиографипе характеристикӑна тата ӑна тӑратакан организацин ыйтса ҫырнине Преми паракан комиссине 2019 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗччен ҫитермелле.

Нестер Янкас ячӗпе хисепленекен преми тӗллевӗ ҫакӑн пек: чӑваш культурипе искусствине, литературипе чӗлхине аталантарас, культурӑпа истори палӑкӗсене упрас, халӑхсен туслӑхне ҫирӗплетес, ӳссе ҫитӗнекен ӑрӑва тӗрӗс-тӗкел воспитани парас, уйрӑм ҫынсен пултарулӑхне аталантарас, наци культурин ҫитӗнӗвӗсене халӑх хушшинче сарас енӗпе тунӑ ӗҫсемшӗн хавхалантарасси.

Премие чӑваш культурине, литературипе искусствине малалла аталантарас ӗҫре уйрӑмах палӑрнӑшӑн, республикӑмӑрти тата районти ял ҫыннисен тӗрлӗ социаллӑ сийӗн культура аталанӑвӗнчи халӑх пултарулӑхӗн хастарлӑхне ӳстернӗшӗн параҫҫӗ.

Премие уйрӑм пултаруллӑ ҫынсене, пултарулӑх коллективӗсене, шкулсемпе ача сачӗсене, патшалӑх предприятийӗсемпе учрежденийӗсене, коммерциллӗ фирмӑсене тата ӗҫ коллективӗсене пама пултараҫҫӗ.

Премие тивӗҫлӗ кандидатсене Нестер Янкас ҫуралнӑ кунччен икӗ уйӑх малтан тӑратаҫҫӗ. Кандидатсене политикӑлла партисемпе обществӑлла юхӑмсем, профсоюзсен тата творчествӑлла пӗрлешӳсен ертсе пыракан органӗсем, ӗҫ коллективӗсем тӑратма пултараҫҫӗ.

Нестер Янкас ячӗпе хисепленекен преми лауреачӗ ята пама пӗрлӗх правленийӗ ятарлӑ комисси йӗркелет. Комисси йышӗнче культура, искусство тата литература пултарулӑхӗнче палӑрнӑ ҫынсем ҫурринчен кая мар пулмалла.

Преми фондне учредительсен ертсе пыракан органӗсем хӑйсем хушшинче калаҫса килӗшсе, пӗрлӗхӗн хывӑм-счечӗ ҫине ҫителӗклӗ укҫа-тенкӗ хывса пухаҫҫӗ. Преми лаурачӗсен уйрӑм спонсорсем те пулма пултараҫҫӗ. Ун пек чухне спонсорсен хӑйсен ирӗкӗпе пухнӑ укҫа-тенкӗпе ятарлӑ комисси суйласа илнӗ ҫынна преми пама ирӗк пур. Премие укҫалла та, парне-япалалла та пама юрать.

Премисен шутне Преми паракан ятарлӑ комисси палӑртать. Вӗсене уйрӑм ентешсене, ҫав шутран район тулашӗнче ӗҫлесе пурӑнакан, литературӑра, искусствӑра тата культура аталанӑвӗнче палӑрнӑ ентеше, пултарулӑх енӗпе тунӑ ҫитӗнӳсемшӗн параҫҫӗ. Уйрӑм премие пултарулӑх коллективӗсене, шкулсемпе ача сачӗсене, предприятисемпе учрежденисене, коллективлӑ тата фермер хуҫалӑхӗсене, коммерцилле майпа ӗҫлекен фирмӑсене пама пултараҫҫӗ.

Премипе пӗрле лауреата ҫакна ҫирӗплетекен Диплом тата лауреатӑн ятарлӑ паллине (медальне) параҫҫӗ. Кандидата тӑратакан политикӑлла партисемпе обществӑлла юхӑмсем, профсоюзсен тата творчествӑлла пӗрлешӳсен ертсе пыракан органӗсем ҫакна ҫирӗплетекен Свидетельство илеҫҫӗ. Вӗсене Неҫтӗр Янкаса халалланӑ пӗрлӗхӗн савӑнӑҫлӑ каҫӗнче чаплӑ лару-тӑрура парса чыслаҫҫӗ.

#премисем, #Красноармейски районӗ, #литература, #чӑвашлӑх

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://nesterjankas.ucoz.ru
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Трак ен энциклопедийӗн хӑтлавӗ пулать
2018, 11, 17
2018 ҫулшӑн паракан Нестер Янкас ячӗллӗ Премине илмешкӗн кандидатсене тӑратаҫҫӗ
2019, 01, 05
Нестер Янкас ячӗллӗ Премийӗн 2018 ҫулхи лауреачӗсене чысларӗҫ
2019, 03, 04
«Трак ен пики» ята Анна Исакова тивӗҫнӗ
2019, 03, 06
Тӗмен чӑвашӗсем чӑваш ҫыравҫипе тӗл пулнӑ
2019, 07, 29

Комментари:

Хусантан // 8613.0.1364
2019-11-07 08:04
Медель çине чăвашла çырма кам чарнă?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org