Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Ташлакан шкул» проекта пурнӑҫа кӗртсе

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 20.09.2012 12:11 | 2303 хут пӑхнӑ
«Улӑп» спорт керменӗ
«Улӑп» спорт керменӗ

Елчӗк районӗнчи «Улӑп» сывлӑхпа вӑй-хал культурин комплексӗнче «Ташлакан шкул» проекта пурнӑҫа кӗртес енӗпе фитнес-аэробика семинарӗ иртнӗ. Ӑна педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, республикӑри спорт аэробикипе фитнес федерацийӗн президенчӗ О.Вербина ирттернӗ.

Семинара Чӑваш Тӑрӑмӗнчи, Тӗмерти, Шӑмалакри, Хӑвӑлҫырмари, Кӗҫӗн Таяпари, Кивӗ Эйпеҫри, Патреккелӗнчи, Ҫуткӳлӗнчи, Елчӗкри, Аслӑ Елчӗкри, Ҫирӗклӗ Шӑхалӗнчи, Курнавӑшри, Кушкӑри, Ҫӗнӗ Пӑвари вӑтам шкулсенчи, Елчӗкри ачасен ӳнер шкулӗнчи, «Илемпи», «Хӗвел» ача пахчисенчи специалистсем хутшӑннӑ. Семинарӑн тӗп тӗллевӗ — фитнес-аэробика вӗренӳ заведенийӗсенче ирттерекен вӑй-хал культурин урокӗсене явӑҫтармалли майсенчен пӗри. О.Вербина теори ыйтӑвӗсемсӗр пуҫне практика занятине те ирттернӗ. Занятисем иртнӗ хыҫҫӑн семинара хутшӑннисем сертификат, ҫавӑн пекех «Фитнес тата сывлӑх», «Маҫтӑр» фитнес-аэробикӑпа лекцисен курсӗ» вӗренӳ пособийӗсем, курмадисксем те илнӗ.

#спорт, #семинарсем, #Елчӗк районӗ, #Чӑваш Тӑрӑмӗ, #Тӗмер, #Шӑмалак, #Хӑвӑлҫырма, #Кӗҫӗн Таяпа, #Кивӗ Эйпеҫ, #Патреккел, #Ҫуткӳл, #Елчӗк, #Аслӑ Елчӗк, #Ҫирӗклӗ Шӑхаль, #Курнавӑш, #Кушкӑ, #Ҫӗнӗ Пӑва

 

Комментари:

несмелов // 1105.41.6103
2012.09.25 14:40
лайах

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем