Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Атнар ялӗнче ҫӗнӗ ҫурт хӑпартаҫҫӗ — ӑна Раҫҫей Федерацийӗн 5-ФЗ№ «Ветерансем ҫинчен» саккунпа килӗшӳллӗн тума тытӑннӑ. Ҫурт хуҫи Рыбакина Перасковия Илларионовна — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи ветеранӗн тӑлӑх арӑмӗ. Ҫурчӗ кивелнӗрен ӗнтӗ ял тӑрӑхӗ ун валли ҫӗннине лартса парать.
Кинемейӗн ҫуртне ҫак ҫулталӑк вӗҫлениччен туса ҫитересшӗн —нумай пулмасть никӗсне ячӗҫ. «Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин вереранӗсемпе вӗсен арӑмӗсен килӗ-ҫурчӗсене лайӑхлатассишӗн эпир пӗтӗм вӑя парса ӗҫлӗпӗр», — тесе пӗлтерчӗ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Кузнецов.
Каласа хӑварас пулать: ҫак саккуна пурнӑҫланӑ май пӗлтӗр Атнарта виҫӗ ҫӗнӗ ҫурт хӑпартнӑ.