Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Йӗрӗх Ҫырмин уявӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 15.08.2012 13:16 | 1710 хут пӑхнӑ
Уява ватти-вӗтти пухӑнчӗ
Уява ватти-вӗтти пухӑнчӗ

Ӗнер, ҫурлан 14-мӗшӗнче, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Йӗрӗх Ҫырми ял уявӗ иртрӗ.

Ял варринче ларакан кивӗ клуб умне халӑх иртенпех пухӑнчӗ. Пушӑ алӑпа тухмарӗҫ тата — кам хут купӑс йӑтнӑ, кам кукӑль тавраш. Йӗрӗх Ҫырми пысӑках мар ял — пурӗ те пӗр урам, 80 ҫын патнелле кунта пурӑнать. Пӗчӗк пулин те уяв программи пысӑк пулчӗ — Ҫӗрпӳ-Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ хӗрринче ларакан яла Людмила Семёновӑпа Алексей Московский эстрада ҫӑлтӑрӗсем тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ арисчӗ Александр Васильев ҫитрӗҫ.

Тӳре-шарасенчен уявра Сӗнтервӑрри районӗн администраци пуҫлӑхӗ Ю.Ф. Моисеев, Сӗнтӗрвӑрри районӗн социаллӑ аталанупа культура пай начальникӗн ӗҫне пурнӑҫлакан Л.А. Шалахманова, Урхас Кушкӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ С.Г. Григорьев сӑмах тухса каларӗҫ.

Каласа хӑварас пулать — уява Урхас Кушкӑ ял тӑрӑхӗн «Культурӑна тата вулавӑшпа тивӗҫтернине аталантаракан центр» МБКУ ӗҫтешӗсемпе вырӑнти депутат Николаева И.М. йӗркеленӗ.

#ял уявӗсем, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #Йӗрӗх Ҫырми, #уявсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем