Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Сӑпса сӑхсан шок пулнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 05.08.2019 20:15 | 1381 хут пӑхнӑ
Республикӑра

«Мана сӑпса сӑхрӗ, эпӗ супрастин ӗҫсе ӗлкӗртӗм», - тенӗ те пӗр хӗрарӑм тӑнне ҫухатнӑ. Ку Сосновкӑра пулнӑ. Хӗрарӑм сӑпса сӑхнӑ хыҫҫӑн васкавлӑ медпулӑшу бригади патне ҫитнӗ.

Пациент аллерги пулнӑран анафилактика шокне кӗрсе ӳкнӗ. Кун пек чухне кашни минут хаклӑ. Фельдшерсем хӗрарӑма кубиталлӑ катетер лартнӑ, шокпа кӗрешмелли эмелсем янӑ. Унтан тухтӑрсем ӑна Ҫӗнӗ Шупашкарти пульницӑна илсе ҫитернӗ.

Республикӑри катастрофа медицинин тата васкавлӑ медпулӑшу центрӗ сӑпса сӑхсан мӗн тумалли пирки аса илтерет: сӑннине пинцетпа е урӑх хатӗрпе кӑлармалла, ҫав вырӑна бактерисене вӗлерекен препарат сӗрмелле, сӑхнӑ вырӑна сивӗ тытмалла.

#Сосновка, #тухтӑрсем, #пульницӑсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/58722
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Алексин // 2093.07.5921
2019.08.07 17:09
"Шок" сӑмаха "Вырӑсла-чӑвашла словаре" (Ш., 2012) кӗртме маннӑ. "Чӑвашла-вырӑсла словарь" (М.,1982) "минренӗ" сӑмахӑн 4 пӗлтерӗшне парать, ҫав шутра - "доводить до потери сознания".
Англ. shock - удар, потрясение. Чӑвашла "минренӗ" тенипе пӗр пекрех килет. Апла "Сӑпса сӑхса минреттернӗ" е "...минресе ӳкнӗ", "...минресе тӑнне ҫухатнӑ" теме пулать-и?
Ма ҫав териех ӳркенетӗр? Пирӗн вулакансене тем каласан та юрать тетӗр-и?
Намӑс!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем