Чӑваш Енри хурт-хӑмӑр ӑстисемшӗн кӑҫал кулянмалли тупӑннӑ: чылайӑшӗ вӗлле хурчӗсем вилсе пӗтни пирки калать. Ҫакна вӗсем уйсене пестицидсем сапнипе ҫыхӑнтараҫҫӗ.
Утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче ҫак ыйтӑва ЧР Ял хуҫалӑх министерствинче иртнӗ канашлура пӑхса тухнӑ. Унта хурт-хӑмӑр ӑстисем мӗн чухлӗ тӑкак курнине шутлама йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне ял хуҫалӑх производителӗсемпе, вӗлле хурчӗ ӗрчетекенсемпе калаҫу ирттерӗҫ.
Сӑмах май, вӗлле хурчӗсем Чӑваш Енре кӑна мар нумаййӑн вилнӗ. Пушкӑрт, Тутар, Удмурт республикисенче, Пенза, Томск, Ростов, Сарӑту, Тамбов, Липецк облаҫӗсенче тата ытти регионта кунашкал пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. РФ Ял хуҫалах министерстви утӑ уйӑхӗн вӗҫленнӗ тӗле шутланӑ тӑрӑх, 40 пине яхӑн вӗлле хурчӗсен ҫемйи пӗтнӗ.