Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Раҫҫейре: Шупашкарти студентсем Мускавра ҫӗнтернӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 25.07.2019 18:57 | 1202 хут пӑхнӑ
Раҫҫейре

Шупашкарти студентсем Мускавра иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра ҫӗнтернӗ. Ҫамрӑксем ҫӗршывӑн тӗп хулинче культура тата ӳнер енӗпе професси ӑсталӑхне тӗрӗсленӗ.

Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пултарулӑх ӑмӑртӑвне культура училищинче тата художество училищинче вӗренекенсем хутшӑннӑ.

Конкурсра художество училищинче вӗренекен Кирилл Кузьмин, Ольга Михайлова, Анастасия Прокопьева тата культура училищинче вӗренекен Никитина Екатерина ӑмӑртнӑ.

«Анимаци» номинацинче Ольга Михайлова, «Дизайн» енӗпе Кирилл Кузьмин пӗрремӗш вырӑн, «Социаллӑ культура ӗҫ-хӗлӗ» енӗпе Екатерина Никитина иккӗмӗш вырӑн, «Фотографи ӳнерӗ» енӗпе Анастасия Прокопьева виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

I, II и III степеньлӗ премисене тивӗҫнисене дипломпа та хавхалантарнӑ. Аслӑ шкулсенчи бакалавриата е специалитета куҫӑн майпа вӗренме кӗрсен ҫӗнтерӳҫӗсен РФ Президенчӗ грантне илес шанчӑк пур.

#конкурссем, #училищӗсем, #ҫамрӑксем, #Мускав, #вӗренӳ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Алексин // 3422.28.0861
2019.07.26 08:21
"Кӗретлӗ (кӗретсӗр) майпа вӗренесси"... Юлашки вӑхӑтра ҫапла ҫыра пуҫларӗҫ. Ӑнӑҫлах илтӗнет.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем