Политика
![]() Иркутскра хула администрацийӗн ертӳҫине малалла мӗнле суйлассине сӳтсе явнӑ. Хула Уставне улшӑну кӗртесшӗн. 35-мӗш статьяна. Улшӑну кӗртнӗ хыҫҫӑн хула ертӳҫине вӑрттӑн сасӑласа суйласшӑн. Халӗ уҫҫӑн сасӑлаҫҫӗ. Анчах ҫапла суйлассине пурте ырламаҫҫӗ. Устава улӑштарассине халӑхпа сӳтсе явнӑ. Педагогсемпе, общественниксемпе, ветерансемпе, спортсменсен организацийӗсен пайташӗсемпе, наци-культура автономийӗн ертӳҫисемпе. Иркутскри Вероника-Атӑлпи Тимофеева Чунташ та пулнӑ. Устава улӑштарассине сӳтсе явма мӗнпур депутат хутшӑнман. Ҫакӑнтан тӗлӗннӗ Вероника-Атӑлпи Тимофеева Чунташ. Сасӑлава вӑрттӑн йӗркелесшӗн депутатсем. Вӗсем уҫҫӑн суйлама хӑраҫҫӗ. Пынисем ҫапла каланӑ. Чӑваш хӗрарӑмӗ хальхи созыври депутатсен йышӑнӑвӗ ҫӗнӗ созыврисене тивет тесе каланӑ. Депутатсем мӗнле сасӑланине халӑхӑн пӗлмелле тенӗ вӑл. Вӑрттӑн суйласан кам мӗнле сасӑланине пӗлеймӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |