Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.0 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Ҫемьесене панӑ ҫӗр лаптӑкӗсем ҫинче кивӗ хуралтӑсем ларнӑ

Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Софья Савнеш 01.07.2019 20:59 | 152 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Етӗрне районӗнчи нумай ачаллӑ 94 ҫемьене ҫӗр лаптӑкӗ уйӑрса панӑ. Анчах вӗсенчен 20-шӗн лаптӑкӗнче ӑпӑр-тапӑр пулнӑ. Ҫавна май ку ыйтӑва прокуратура пӑхса тухнӑ.

Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, Етӗрне хула ял тӑрӑхӗн администрацийӗ 94 ҫемьене ҫурт-йӗр хӑпартмашкӑн хулара ҫӗр лаптӑкӗ уйӑрса панӑ. Йӗркепе килӗшӳллӗн, ҫав лаптӑксенче нимӗнле сооруженисем те пулмалла мар. Анчах администраци ҫакна шута илмен.

Хӑш-пӗр лаптӑкра хуҫасӑр кивӗ зданисем, хуралтӑ таврашӗсем пулнӑ. Прокуратура Етӗрне хула ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ.

Ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче хӑлтӑр-халтӑр ҫуртсем ларнине кура 20 ҫемье ӑна илме килӗшмен. Прокуратура ыйтнипе ятарлӑ организаци кадастр ӗҫӗсем ирттерет. Кун хыҫҫӑн вӗсене нумай ачаллӑ ҫемьесене парӗҫ.

#Етӗрне, #ҫемьесем, #тӳре-шара, #прокуратура

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/58028
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Канмалли кун ӗҫри машинӑпа ҫӳренӗ
2019, 04, 01
Шупашкарта Хула прокуратури пулӗ
2019, 04, 15
Сӗнтӗрвӑрринчи шӑтӑк-путӑк ҫулсемшӗн явап тыттарӗҫ
2019, 05, 20
Турай ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ машинӑпа хӑй пӗлнӗ пек усӑ курнӑ
2019, 06, 23
Ӗҫри машинӑпа ярӑннӑ
2019, 06, 27

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org