Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Щелоковски хутӑрти ҫуртсене Бор районне куҫарӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 07.06.2012 15:06 | 1751 хут пӑхнӑ
Хальхи музейӗн пӗр ҫуртӗнче
Хальхи музейӗн пӗр ҫуртӗнче

Чулхулара музей пур — Щелоковски хутӑрта вырнаҫнӑ, Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен кил-ҫурчӗсене унта курма пулать. Чулхула облаҫӗн пӗчӗк ӗҫе пулӑшу кӳрекен тата аталанма пулӑшакан, усӑ куракансеме услугӑсен пасарӗн министрӗ Денис Лабуза пӗлтернӗ тӑрӑх музейри ҫуртсен пӗр пайне Бор районне куҫарма палӑртнӑ — унта халӑх ӑс-хакӑлӗпе пултарулӑх ялне (выр. фольклорно-этническая деревня) йӗркелесшӗн иккен.

Нумай пулмасть Чулхулапа Бор хушшинче вӗрен-ҫула хута яни пирки пӗлтерсеччӗ ӗнтӗ. Министр каланӑ тӑрӑх унпа ярӑнакансем Бора ҫитнӗ май кунта нимӗнле кӑсӑк та ҫуккипе аптараҫҫӗ иккен. Унсӑр пуҫне ҫул енӗпе япӑх пулнӑран Щелоковски хутӑрти музее ҫитме йывӑр. Ҫӗнӗ пуҫарӑва пурнӑҫа кӗртсен тӳрех икӗ мулкача тытма пулать иккен — Борта та кану йӗркеленӗ, музейпа та халӑх ытларах паллашӗ.

Халӑх шухӑшӗпе вара ҫуртсене куҫарассин сӑлтавӗ ытларах Щелоковски хутӑрти ҫӗре пушатассипе ҫыхӑннӑ — вӑл хулан чаплӑ пайӗнче вырнаҫнӑ-ҫке. Чӑн та, ҫитме ҫулӗ япӑх пулсан, тен ҫулне тусан вырӑнлӑрах пулӗччӗ? Йӳнӗрех те ларӗ.

Тепӗр сӑмах хамӑр республика пирки. Чулхуласем этнопарка тума тытӑннӑ та ӗнтӗ, пирӗннисем хӑҫан ку ӗҫе пуҫарӑнасси паллӑ та мар. Ӗҫ хальлӗхе калаҫу шайӗнче ҫеҫ пырать.

#Бор районӗ, #кӳршӗсенче, #Чулхула

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем