ҪҪХПИн Инстаграмри страницинче лайӑх хыпар пур: васкавлӑ медулӑшу тухтӑрӗсем 4 ҫулти ачан пурнӑҫне ҫӑлнӑ.
Пӗчӗкскер БАД капсулине пырне лартнӑ, вӑл сывлама пӑрахнӑ, чӗри те чарӑнса ларнӑ. Телее, васкавлӑ медпулӑшу вырӑна часах ҫитнӗ: 4 минутран вӗсем пӗчӗк пациента медпулӑшу панӑ. Тухтӑрсем хӑвӑрт ҫитни арҫын ачан пурнӑҫне ҫӑлма май панӑ. Вӗсем малтан ачан чӗрине ӗҫлеттерсе янӑ, унтан капсулӑна кӑларнӑ. Халӗ пӗчӗк пациент хӑйне аванах туять.
Арҫын ачан пурнӑҫне ҫӑлнӑ тухтӑра ятранах палӑртар: Олег Владимирович Косов анестезиолог-реаниматолог. Унпа пӗрле бригада пулнӑ. Олег Владимирович васкавлӑ медпулӑшу службинче 30 ҫул вӑй хурать.
Тата ҫакна каласа хӑварар: водительсем, васкавлӑ медпулӑшу машини васканине курсан ӑна ҫул парӑр, капла эсир ҫыннӑн пурнӑҫне ҫӑлма пултаратӑр!