Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.0 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял хуҫалӑхӗ: Патӑрьел районӗнче ҫур аки вӗҫленнӗ

Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Таисия Ташней 13.05.2019 17:58 | 228 хут пӑхнӑ
Ял хуҫалӑхӗ

Республикӑри хуҫалӑхсенчи уй-хирте трактор-машина шавӗ лӑпланман-ха. Вӗсенче паян та механизаторсем хӗрӳ ӗҫлеҫҫӗ. Хӑш-пӗр предприятире, сӑмахран, Шупашкар районӗнчи «Прогресс» акционерсен обществинче, икӗ сменӑпа тар тӑкаҫҫӗ.

Патӑрьел районӗнче вара паянхи куна ҫур акине вӗҫленӗ. Кун пирки асӑннӑ муниципалитетӑн пресс-службинче пӗлтернӗ. Унти аграрисем ҫурхи тулӑ, урпа, сӗлӗ пысӑк лаптӑксем ҫинче акса хӑварнӑ. Кунсӑр пуҫне вӗсем пӑрҫа, вӑрлӑхлӑх вика тата куккурус, хура тул туса илӗҫ.

Севок-сухана 357 гектар лартнӑ, уҫӑ вырӑнта ӳстерекен пахча ҫимӗҫе — 85 гектар, сахӑр кӑшманӗ — 320 гектар, хӗвелҫаврӑнӑш — 200 гектар, ҫӗр улми — 570 гектар. Пӗр ҫул тата нумай ҫул ӳсекен курӑксемпе симӗс апатлӑх куккурус та акнӑ.

#статистика, #ҫураки, #Патӑрьел районӗ, #хуҫалӑхсем, #Шупашкар районӗ, #хуҫалӑхсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Хуҫалӑхсенче ака хӗрсе пырать
2018, 05, 11
Чӑваш Енре ҫӗнӗ ятсем уҫнӑ
2019, 04, 24
Чӑваш Енри шкулсем валли 17 автобус илсе килнӗ
2019, 04, 29
Ҫуртрисене акма пуҫӑнманшӑн район ертӳҫине сӑмах лекнӗ
2019, 05, 06
Ветерансем Шупашкарта йышлӑрах
2019, 05, 08

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org