Ҫӗр ӗҫченӗсенни пекех ҫурхи кунсем вӑрманҫӑсемшӗн те хӗрӳ тапхӑр. Йывӑҫсене каснипе ҫеҫ мар — вӗсен вырӑнне ҫӗннисене лартса хӑвармалла. Шӑмӑршӑ районӗнчи вӑрман хуҫалӑхӗнче те пӗр тӗп вырӑнне вунӑ тӗп ларт тенине асра тытса ӗҫлеҫҫӗ — кӑҫал хырпа чӑрӑш, юман, ҫӑка, хурӑн хунавӗсене 104 гектар лартса хӑвармалла. Кунсӑр пуҫне маларах лартса хӑварнӑ 450 гектар ҫинчи хунавсене те тепӗр хут тӗплӗн тӗрӗслесе тухмалла, аманнисемпе вӑй илейменнисене, хӑрнисене ҫӗннисемпе улӑштармалла.
Ҫамрӑк хунавсене лартас ӗҫе вӑрман хуҫалӑхӗн министерствипе килӗшӳ тунӑ подрядчик пурнӑҫлать. Хунавсене шӑмаршӑсем хӑйсен питомниксенчех ӳстереҫҫӗ, вӗсем ҫителӗклӗ. Хунавсен ытларах пайне 2010 ҫулта пушарсенче пӗтнӗ вӑрмансене ҫӗнетме те параҫҫӗ. Йывӑҫ-тӗм лартмалли уйӑхлӑха хутшӑнса тавралӑха ешӗллетме ял тӑрӑхӗсене те хунавсемпе тивӗҫтерме майсем пур. Питомникра та ӗҫ сахал мар — тӗрлӗ йывӑҫсен вӑррисене акса хӑвармалла. Вӑрлӑхсем 1,4 гектар лаптӑка акса хӑварма ҫителӗклӗ.
Вӑрман — халӑх, ҫутҫанталӑк пуянлӑхӗ. Ӑна упрасси, ҫӗнетсех тӑрасси — вӑрманҫӑсен тӗп тӗллевӗ. Эппин, кашлаччӑр йывӑҫсем, пурне те савӑнтарса ӳсчӗр.