Вӗренӳ
![]() РАЭКС-Аналитика танлаштарӑм агентстви Раҫҫейри шкул ачисем аслӑ шкулсене кӗнине тӗпченӗ. Кунашкал ӗҫе вӗсем тӑваттӑмӗш ҫул тӑваҫҫӗ. Танлаштарӑма пӗлӳ ҫуртӗнчен вӗренсе тухнӑ ачасем аслӑ шкула мӗн чухлӗн кӗнине тишкерсе хатӗрлеҫҫӗ. Раҫҫейри чи лайӑх аслӑ шкулсене кӗнӗ выпускниксене шута илсе ТОП-300 список хатӗрленӗ. Танлаштарӑма Шупашкарти пилӗк вӗренӳ учрежденийӗ кӗнӗ. Вӗсен йышӗнче – 3-мӗш лицей, 5-мӗш гимнази, 2-мӗш лицей, 1-мӗш гимнази, 44-мӗш лицей. Кӑҫал агентство «Техника, ӑслӑлӑх енӗсем тата ӑслӑлӑх», «Экономика тата управлени», «Социаллӑ тата гуманитари енӗсем», «Медицина» енӗпе хатӗрлекен чи лайӑх шкулсен танлаштарӑмне те йӗркеленӗ. Ҫак списока 3-мӗш лицей, 4-мӗш гимнази, 2-мӗш лицей кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |