Паян, ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Шупашкарта «Ҫуркунне – 2019» ял хуҫалӑх уйлӑхӗ пуҫланнӑ. Эппин, хула ҫыннисемпе хӑнисем ял хуҫалӑх продукцине йӳнӗрехпе туянма пултарӗҫ.
Вырӑнти пахча ҫимӗҫе Шупашкарта тӑватӑ вырӑнта сутӗҫ: «Николаевски», «Дар», «Ҫурҫӗр», «Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ» суту-илӳ комплексӗсенче.
Шупашкар хула администрацийӗ «Инстаграмри» хӑйӗн страницинче ҫӗнӗ хыпарсемпе паллаштарсах тӑрать. Ҫак халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Ҫуркунне» уйлӑхра вӑрӑсем, калчасем, ял хуҫалӑх продукцине сутӗҫ. Вӑл хӑҫанччен тӑсӑлассине хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков палӑртнӑ. Уйлӑх ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче вӗҫленӗ.